28 января 2012 г.
РАÇÇЕЙ миграци службин Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи территори пункчĕн сотрудникĕсем 2011 çулта Раççей Федерацийĕн миграци хутшăнăвĕсен законодательствипе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынă.
Пĕлтĕр районти граждансене пурĕ 1160 паспорт хатĕрлесе панă. 14 çул тултарнă хыççăн пĕрремĕш хут паспорт илнисем – 221-ĕн.
Кунта çакна та хушса калас килет. Яшсемпе хĕрсен 14 çул тултарсанах, пĕр уйăх хушшинче паспорт илме тăрăшмалла. Шел, хăшĕ-пĕри кун пирки аса та илмест. Паллах, ашшĕ-амăшĕн яваплăрах пулмалла. Паспорт илес тесен миграци службин территори пунктне ачан çуралнине кăтартакан свидетельствине, 2 сăн ÿкерчĕк (3,5 х 4,5 сантиметр форматлă), перекет банкне 200 тенкĕ патшалăх пошлинине тÿленине ĕнентерекен квитанци илсе килмелле. Заявление пирĕн патăрта çырмалла.
Паспорт – тĕп документ. Ăна тирпейлĕ упрасси – кашни гражданинăн тивĕçĕ. Шел, паспорта çухатнă тĕслĕхсем сахалах мар. Акă пĕлтĕр çĕнĕрен 144 паспорт çырса пама тиврĕ. Çак йышри граждансен ытларах пайĕ – Мускав облаçне е ытти регионсене ĕçлеме çÿрекенсем. Аякри вырăнсене ĕçлеме çÿрекенсене паспорта тирпейлĕ упрамалли, ăна никама та шанса памалла марри çинчен аса илтеретпĕр.
2011 çулта районта пурĕ 730 çын регистраци учетне тăнă. 665 çын вара регистраци учетĕнчен тухса урăх вырăна пурăнма (ĕçлеме, вĕренме) тухса кайнă.
Районти граждансене миграци законодательствине çирĕп пăхăнса пурăнма сĕнетпĕр.