Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене – шанчăклă хÿтлĕх

28 января 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн сотрудникĕсем 2011 çулхи январь – декабрь уйăхĕсенче преступноçпа кĕрешес, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, профилактика ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ.

Пĕлтĕр 12 уйăхра район территорийĕнче 154 преступлени пулнине регистрациленĕ (2010 çулта – 175). 2011 çулта преступлени тăвасси 12 процент чухлĕ чакнă. Преступленисен 92,3 процентне тăрă шыв çине кăларнă.

Районта тунă тĕрлĕ преступленисене уйрăммăн илсе пăхсан, çынна хĕнесе пурăнасси (истязание), обществăлла вырăнсенче, урамра преступлени тăвасси, малтан судпа айăпланнисем каллех кукăр çул çине тухасси, вĕлерессипе хăратасси тата çын çине алă çĕклесси ÿснĕ. Йывăр преступленисенчен сыхланса, тепĕр çын çине алă çĕкленĕ фактсене ытларах та ытларах тупса палăртса шута илме тăрăшатпăр. 2010 çулта РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан çакнашкал 30 тĕслĕхе регистрациленĕ пулсан, 2011 çулта - 44. Вĕлерессипе хăратнă фактсемпе те тимлĕ ĕçлетпĕр. Сăмахран, виçĕм çул кунашкал 6 тĕслĕхе шута илнĕччĕ, пĕлтĕр – 15. Ку çул-йĕре малашне те çирĕп тытса пырăпăр.

Çынна юриех йывăр сурансем (2010 çулта – 4 факт, 2011 çулта – 1), вăтам шайри сурансем (4-2) кÿресси, ют пурлăха вăрласси (50-35), ултавлă ĕç (5-2), экономика преступленийĕсем (28-24) тăвасси, çул çитменнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухасси чакнă.

Уççăн çаратасси (грабеж) (2-2), взятка илесси (1-1) пĕр шайрах юлнă.

2011 çулта çынна вĕлернĕ, хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрланă, хурах пуснă (разбой) фактсем пулман, малашне те ан пулччăр.

Тĕрлĕ преступленисемпе кĕрешесси, вĕсен çулне пÿлесси, профилактика ĕçне тăвасси, граждансене талăкăн хуть хăш сехетĕнче те хÿтлĕхпе тивĕçтересси – полици уйрăмĕн 2012 çулти тĕп задачисем. Вĕсене пурнăçлассишĕн, граждансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика