28 января 2012 г.
Уголовнăй айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекци учечĕ витĕр 2011 çулта пурĕ 95 çын тухнă. Çав шутран суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн условнăй срок илнисем – 29 çын, обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем – 30 çын, ĕçлесе юсанмалла тунисем – 5 çын, вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе палăртнисем – 4 çын, ирĕклĕхне чакарма йышăннă 1 çын.
Учетра тăракансен ытларах пайĕ хăйсене йĕркеллĕ тытнине асăнмалла. Палăртнă йĕркесене çирĕп пăхăнса пынă май, пĕлтĕр 9 çынна срок çитмесĕрех учетран кăларса айăплава сирнĕ. Çав вăхăтрах, айăплав йĕркисене сĕмсĕррĕн пăсса пынипе (регистраци правилисене пăхăнманни, ĕçкĕпе иртĕхсе, обществăлла йĕркене пăсса пурăнни, пĕчĕк хулиганла ĕçсем туни тата ытти те) 9 çынна "Макар хăйĕн пăрăвĕсене хăваламан вырăнсене" – колоние ăсатнă.
Хăш-пĕрисем вара условнăй срок пынă вăхăтрах тата тепĕр преступлени туса хураççĕ. Çавна май 2011 çулта пĕр çынна йĕплĕ пралуклă çурта янă, 2 çыннăн условнăй срокне хушса панă. Кунсăр пуçне, айăплав йĕркисене пăхăнмасăр пурăннипе учетри 8 çыннăн тĕрĕслев срокне тăсса хушма тивĕçсем хунă.
Хальхи вăхăтра инспекци учетĕнче 35 çын тăрать. Вĕсенчен 28-шĕ – "условниксем", 4-шĕ – ĕçлесе юсанмалла тунисем, 2-шĕ – обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем, 3-шĕ – палăртнă тапхăрта вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе йышăннисем. Учетри çынсем çак статьяна тимлĕн вуласа тухасса, ыттисен йăнăшĕнчен тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасса шанас килет.