01 февраля 2012 г.
Владимир Путинăн «Независимая газета» хаçатра пичетленнĕ «Раççей: наци ыйтăвĕ» статйине сÿтсе яватпăр
В.В. Путинăн "Раççей: наци ыйтăвĕ" статйи çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта хускатнă тĕп ыйтусем çĕр-шыври кирек хăш халăх шăпипе çыхăннă, вĕсене пĕлсе, çиччĕ виçсе пĕрре касни, кашнин интересĕсене шута илсе татса пани Раççейĕн паянхи тата пуласлăхри кун-çулне уçăмлăх кĕртĕ.
Телее, Чăваш Енре наци ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Çакăнта, паллах, республика ертÿçисен тÿпи те çук мар. Владимир Путин темиçе çул каялла Шупашкара килсен нацисен хушшинчи ĕç-хĕле Чăваш Республикинче тĕрĕс çул-йĕрпе илсе пынине палăртрĕ, Раççейри субъектемшĕн эпир тĕслĕх пулса тăни çинчен каларĕ.
Хăш-пĕр политик вырăс патшалăхĕ вырăссемшĕн çеç пулмалла тенине илтнĕ. Çавсемех Президент пулас тесе ăшталанаççĕ. Çакă, Путин калашле, вырăс патшалăхĕпе халăхне аталантарма мар, пĕтерме çеç пултарать.
Эпир, вырăссем, чăвашсем, тутарсем, ирçесем, ытти халăх çыннисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнатпăр, хуйха-суйха та, савăнăçа та çурмалла пайлатпăр. Тĕрлĕ наци çыннисем пĕрлешсе туслă çемье çавăраççĕ, ача-пăча çуратса ÿстереççĕ.
Паллах, чăнах та, тутарсемпе чăвашсен тĕн йăли-йĕркисем, тĕн уявĕсем, типĕ тытмалли вăхăчĕсем пĕр пек мар, анчах та ку пире туслă пурăнма нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр. Йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшатпăр.
Акă иртнĕ эрнере хамăрпа пĕрле Шăмăршă шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ хисеплĕ тутар хĕрарăмне Раиса Ахатовна Салихована юлашки çула ăсатрăмăр. Унпа сыв пуллашма тутар, чăваш, вырăс, ирçе çыннисем йышлăн пынăччĕ.
Раççейре пурăнакан пур халăхăн та чи пысăк тĕллевĕ – мирлĕ пурнăçпа пурăнасси. Эпир хамăрăн юратнă çĕр-шывăмăр тĕрекленсе, пуянланса пырасса шанса тăратпăр. Мĕн тунине ÿсĕмлетсе пымалла, çĕнĕ чикĕсем патне талпăнмалла.
Историрен пĕлетпĕр: тÿрех нимĕн те пулмасть, ырлăх-пурлăх хăй тĕллĕн йăтăнса анмасть. Çак ырлăх патне пире Раççей правительствин пуçлăхĕ Владимир Владимирович Путин пысăк вăй хурса ертсе пырасшăн. Çавăнпа та эпĕ çитес суйлавра хамăн сассăма уншăн парăп, районта пурăнакан ытти çынсене те çапла тума чĕнсе калатăп.