Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсене регистрациленĕ

01 февраля 2012 г.

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă С.В. Огурцовăн кандидатурине регистрациленĕ.

Сергей Васильевич Огурцов 1964 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, "Огурцов С.В" КФХ ертÿçи, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма хăйне-хăй кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă В.М. Шумиловăн кандидатурине регистрациленĕ.

Виктор Михайлович Шумилов 1961 çулта çуралнă, хальхи вăхăтра Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма ăна "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Г.П. Семеновăн кандидатурине регистрациленĕ.

Геннадий Петрович Семенов 1980 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, ял поселенийĕн администрацийĕн çар учечĕн сĕтелĕн специалисчĕ, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма хăйне-хăй кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче пĕр мандатлă 1-мĕш номерлĕ Лесхознăй суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă А.В. Денисовăн кандидатурине регистрациленĕ.

Александр Витальевич Денисов 1972 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, "Кăнтăр электричество сетьĕсем" ОАО-н Шăмăршă районĕнчи пуçлăхĕ, район Пухăвĕн депутачĕ пулма ăна "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче пĕр мандатлă 13-мĕш номерлĕ Васан суйлав округĕ тăрăх район Пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă Ю.А. Старшовăн кандидатурине регистрациленĕ.

Юрий Артемьевич Старшов 1968 çулта çуралнă, Хайпăла ялĕнче пурăнать, "Исток" ООО генеральнăй директорĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ пулма ăна "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Ю.В. Ильинăн кандидатурине регистрациленĕ

Юрий Валерьевич Ильин 1981 çулта çуралнă, Шăмăршăра пурăнать, хальхи вăхăтра Васан ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма ăна "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Т.В. Тимофееван кандидатурине регистрациленĕ.

Татьяна Витальевна Тимофеева 1989 çулта çуралнă, Васан ялĕнче пурăнать, ял поселенийĕн администрацийĕн специалисчĕ. Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма вăл хăйне-хăй кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче пĕр мандатлă 2-мĕш номерлĕ Буяновский суйлав округĕпе Васан ял поселенийĕн депутачĕ пулма тăратнă С.М. Ефимован кандидатурине регистрациленĕ.

Светлана Мефодьевна Ефимова 1970 çулта çуралнă, Васан ялĕнче пурăнать, "Исток" ООО-ра склад заведующийĕнче ĕçлет.

Ял поселенийĕн депутачĕ пулма ăна "Единая Россия" партин районти вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă.

х х х

Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн январĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче пĕр мандатлă 1-мĕш номерлĕ Лесхознăй суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма хăйне-хăй кандидата тăратнă Е.Н. Быковăн кандидатурине регистрацилеме килĕшмен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика