Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки те çывхарать

01 февраля 2012 г.

ФЕВРАЛЬ уйăхне кĕтĕмĕр. Сивĕ хĕл кунĕсем тăраççĕ пулин те, чăн-чăн çĕр çынни çур аки пирки паянах шутлать. Вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерет-и, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕ туянма патшалăхран кредит илмелле мар-и;

Çак тата ытти ыйтусем хресчене канăç памаççех. Пĕлтĕр районти хуçалăхсем кăçалхи çур аки валли тĕш-тырăсен вăрлăхне кирлĕ чухлĕ хывса хăварнă. Анчах тĕрĕслемен вăрлăха акаймăн – тухăçсăр тăрса юлса хăрушлăх пур. Паянхи куна илес пулсан 22 355 центнер вăрлăха тĕрĕсленĕ, 15055 центнерĕ кондицие ларни палăрнă. Çĕр проценчĕпех пахалăхлă вăрлăхсем "Шанс" ОООра, "Искра" СХПКра, "Мир" ЗАОра, "Колос" Агрофирмăра", "Т.Г.Иванова", "Кузьмич", "Павлов В.Н." хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пур, районĕпе вара ку кăтарту 67 процентпа танлашать.

Шел те, хальлĕхе районĕпе тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсен 7300 центнерĕ çÿп-çаплă пулнипе кондицие ларайман. Таса мар вăрлăхсем уйрăмах "Восход", "Карлинская" Агрофирма", "Исток", "Родина", "Агросервис" хуçалăхсенче нумай.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика