01 февраля 2012 г.
2011 ÇУЛТА районти çынсем килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 167,239 миллион тенкĕ, çав шутра Раççей Перекет банкĕнчен 90,859 миллион, "Россельхозбанк" уйрăмĕнчен 76,380 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.
Уйрăмах Шăмăршă (283 çын), Васан (123), Карапай Шăмăршă (104), Палтиел (93), Пуянкасси (90) тата Пăчăрлă Пашьел (80) ял поселенийĕсенче пурăнакансем кредит нумай илнĕ. Çак укçапа вĕсем выльăх-чĕрлĕх усрама вите-хуралтă тăваççĕ, топливăпа минерал удобренийĕ, вăрлăх, тырă туянаççĕ.