01 февраля 2012 г.
УЛМАЛЛĂ ялĕ ĕлĕкрен садсем нумай пулнипе палăрса тăнă, кунта уйрăмах улмуççи ÿстерме кăмăлланă. Ял ячĕ те, ахăртнех, çакăнпах çыхăннă пулĕ.
Анчах улма-çырлапа çеç тутă пулаймăн-çке-ха. Юлашки вăхăтра ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тытăнчĕç. Нумайăшĕ ытлашши аш-пăш, сĕт-çу çемье бюджетне пуянлатма пулăшнине, алă-ура çавăрса яма май панине лайăх ăнланса илнĕ. Ку тĕлĕшпе кунта камсенчен тĕслĕх илмелли сахал мар.
Ĕçрен хăраман, ÿркенмен Виктор Васильевичпа Татьяна Петровна Матвеевсем, сăмахран, хальхи вăхăтра виçĕ ĕне, пăрусем,сыснасем тытаççĕ. Йышлă ачаллă çемьешĕн килте вăкăр тытни те – самаях пулăшу.
Бондаревсем те Матвеевсенчен юласшăн мар: Елена Анатольевнапа Николай Геннадьевичăн картишĕ, витисем нихăçан та пушă мар. Ĕне, сыснасем, сурăхсем хăйсемех пĕчĕк кĕтÿ мар-и вара. Вĕсемсĕр пуçне чăх-чĕп, хур-кăвакал та сахал мар. Çемье сысна çăвăрлаттарса çурасем те сутать.
Ялти тепĕр çемьене те – Сирине Иршатовнапа Гельман Хатямович Айсинсене те ырăпа палăртса хăварасах килет. Сăвăнакан икĕ ĕне вĕсен, сурăхĕсем те йышлă, кайăк-кĕшĕкĕ те самаях.