01 февраля 2012 г.
Иртнĕ çул районта 174 ача (97 арçын ача, 77 хĕр ача) çуралнă. Вĕсенчен 64-шĕ çемьери пĕрремĕш ача, 62-шĕ - иккĕмĕш, 39-шĕ – виççĕмĕш, 8-шĕ тăваттăмĕш е ытларах. Хĕр ачасене нумайрах Валерия, Софья, (6-шар), Ангелина (5), арçын ачасенчен Андрей, Егор, Максим (5-шер) ят хунă.
Вилекенсем вара 238 çын пулнă (113 арçынпа 125 хĕрарăм). Арçынсен пурнăç тăршшĕ - 64, хĕрарăмсен 74 çулпа танлашнă.
Туй тăвакансем, пĕр çемьене пĕрлешекенсем – 122 мăшăр. Çав вăхăтрах 36 çемье уйрăлнă. Уйрăлакансен вăтам çулĕ 25-39 çулпа танлашать.
Ача ашшĕ пулнине ĕнентерсе 17 акт çырнă. Хăйсен ячĕсене улăштаракансем 4 çын пулнă, пĕр ачана усрава илнĕ.
ЗАГС уйрăмĕ çавăн пекех тĕрлĕрен мероприятисем те ирттерет. Календарьти пĕлтерĕшлĕ кунсемпе е çын пурнăçĕнчи паллă тапхăрпа çыхăнтарса уявсем, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Хăйсен ыйтăвĕсемпе килнĕ çынсене те çийĕнчех пулăшма тăрăшаççĕ, канашсем параççĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕнче районта 7 ача çуралнă (6 арçын ачапа 1 хĕр ача), 12 çын вилнĕ, 9 туй кĕрленĕ, 3 çемье уйрăлнă.