Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа шута юратать

01 февраля 2012 г.

Манăн малтанах, хаклă вулаканăм, ыйтас килет: "Сирĕн ача укçа хакне пĕлет-и;" Шкул ачисем лавккана кĕрсе мĕн туяннине сăнанă хыççăн çак ыйту мана шухăша ячĕ.

Акă пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн кĕçĕн классенче вĕренекен пĕр ушкăн хĕр ача лавккана кĕчĕ. Пĕрин хыççăн тепри укçа кăларса хăйсене мĕн кирлине туянма пуçларĕç: пĕрремĕшĕ – шăккалат, тепри – чăмлак... Çав ушкăнра пĕри кăна: "Мана çула май анне çăкăр туянма хушрĕ", – тенине илтрĕм.

Ашшĕ-амăшĕн ачисене укçа-тенкĕ панă чухне çакăн пек ăнлантармалла: "Эпир ĕçлесе илекен укçа газшăн, çутăшăн, налукшăн тата ыттишĕн тăкакланать. Сирĕн валли туянакан тумтир, атă-пушмак хакĕ те йÿнĕ мар. Пĕчĕк тăкаксемшĕн паракан укçа-тенке ручка-кăранташ, тетрадь-альбом илме тăкаклăр". Çавăн чухне кăна ача укçа-тенкĕн пĕлтерĕшне, ăна ĕçлемесĕр тупма пултарайманнине туйма пуçлать. Çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте, психологсен шухăшĕпе, укçа-тенкĕ пысăк вырăн йышăнать. Апла пулсан, вĕренекенсен хăйсем валли ăна е кăна туяниччен питĕ тĕплĕн шухăшламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика