Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени хăйĕн йĕрне хăваратех

01 февраля 2012 г.

2011 çулхи январь – декабрь уйăхĕсенче РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн следстви ушкăнĕ – çак службăра икĕ сотрудник ĕçлет – Раççей Федерацийĕн уголовнăй суд производствин уголовнăй ĕçсене тĕпчесси çинчен калакан законодательствипе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынă.

Пĕлтĕр ушкăнри следовательсем пурĕ 70 уголовнăй ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен 55-шĕ пирки кирлĕ мерăсем йышăннă. Çав шутран 32-шĕ пирки айăплав заключенийĕ çырса суда тăратнă (пурĕ 41 çын пирки). Çак уголовнăй ĕçсен материалĕсене тивĕçлĕ пахалăхпа тишкерсе хатĕрленĕ май, суд ларăвĕсенче тÿрре кăларнă приговорсем пулман.

Уголовнăй ĕçсене тĕпченĕ чухне айăплисем преступлени туса патшалăха е уйрăм граждансене кÿнĕ тăкаксене те тĕплĕн тишкерсе шута илнĕ. Следстви тĕпчевĕсем вăхăтĕнче палăрнă тăкаксен сумми 1 миллион та 373 пин тенкĕпе танлашнă. Çак суммăна айăплисем пĕтĕмпех каялла тавăрса саплаштарнă.

Çавăн пекех следстви тĕпчевĕсенче преступлени тума май панă сăлтавсемпе условисене те питĕ тĕплĕн тишкерсе тухнă. Хăйсен пурлăхне кирлĕ пек упрас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнине кăтартса районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем патне представленисем ярса панă, кĕске вăхăтрах çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика