01 февраля 2012 г.
"ХĔЛ илемĕ тыткăнлать чуна" – çакăн пек сăмахсемпе пуçланчĕ черетлĕ кун Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта 1-4 классенче вĕренекен ачасемшĕн. Чăн малтан ачасем каникул вăхăтĕнче килте ÿкернĕ ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Çамрăк художниксем хĕл кунĕсене тĕрлĕ енчен ÿкерсе кăтартрĕç. Пĕрремĕш вырăна Лиза Мульдюковăн "Хĕллехи хĕвеллĕ кун" ятлă ÿкерчĕкĕ тухрĕ. Тепĕр кун ачасем хĕл çинчен сăвăсем вуларĕç, алăпа ăсталанă чăрăшсен конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе паллашрĕç. "Чи илемлĕ чăрăш" номинацире Катя Семенова çĕнтерчĕ.
Çав вăхăтрах вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе кайăксем валли сырăшсем ăсталарĕç. Мĕнрен кăна тума пулмасть иккен сырăша! Класра 11 ача, шкул йĕри-тавра ÿсекен йывăçсем çинче те - 11 сырăш.
Ачасем унта кашни кун тĕрлĕ апат-çимĕç хураççĕ, тăхтав вăхăчĕнче кантăкран сăнаççĕ. Хăйсен сырăшĕсем çинче кайăксем апатланнине курсан куçĕсем савăнăçпа çиçеççĕ.