Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕпе тĕл пулнă

04 февраля 2012 г.

ФЕВРАЛĔН 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускавра ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулса калаçнă.

Тĕл пулура Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тавра калаçу пынă. Михаил Игнатьев экономикăри пур отрасльре те, уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче ырă улшăнусем пуррине палăртнă. Республика пуçлăхĕ çавăн пекех Дмитрий Медведева пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи лару-тăрупа та паллаштарнă, ЖКХ-ри çивĕч проблемăсене çĕкленĕ. Дмитрий Медведев эконом-класс йышши çурт-йĕр тăвасси регионсемшĕн приоритетлă пулнине палăртнă. ЖКХ ĕçĕ пирки сăмах пынă май, Президент çак сферăра çирĕп йĕрке тумаллине уйрăммăн палăртса каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика