04 февраля 2012 г.
АМĂШĔН капиталне тÿлеме тытăннăранпа çĕр-шывра ача çуратасси ÿсни аванах палăрать. Акă хамăр районах илер: 2007 çулта 156 ача, 2008 çулта – 168, 2009 çулта – 197, 2010 çулта – 192, 2011 çулта 174 ача çуралнă.
Çавна май ача сачĕн ыйтăвĕ те çивĕч тухса тăрать. Хальлĕхе районта ачасен 74,85 процентне шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи вырăнпа тивĕçтерме май килнĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,5 çула çитичченхи 211 ача садик черетĕнче тăнă. Çак йышра район центрĕнче пурăнакан ачасем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра районта шкулчченхи вĕренĕвĕн вунă учрежденийĕ (ача сачĕ), икĕ "Пуçламăш шкул – ача сачĕ" учреждени, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи хатĕрленĕвĕн виçĕ ушкăнĕ ĕçлет. 2010 çултанпа районта тата 5 çултан пуçласа 6 çулчченхи вун пĕр ача валли кĕске вăхăтлăх (5 сехет) ушкăн (Карапай Шăмăршă шкулĕ çумĕнче), çак çулсенчи сакăр ача валли консультаци пункчĕ (Чукалти пуçламăш шкул çумĕнче) уçнă. Кунсăр пуçне районти 9 садике тата çитмĕл пилĕк ачана вырнаçтарма май тупнă. Йышăннă мерăсене пула районта шкулчченхи вĕренĕве 628 ачана явăçтарма май килнĕ. 5 çултан пуçласа 6,5 çулчченхи ачасен 90,7 проценчĕ (2010 çулта – 80,4 процент) паян садике çÿрет.
Районта "2011-2020 çулсенче шкулчченхи вĕренĕвĕн системине аталантарасси çинчен" çум программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене пулăшасси ÿссех пырать. 2011 çулта вăтамран кашни учреждение муниципаллă бюджетран 1664,28 пин тенкĕ парса пулăшнă.
Ача 12 сехетлĕ кун йĕркиллĕ садикре пулнăшăн ашшĕ-амăшĕн уйăхне 550 тенкĕ, 10 сехетлĕ садикре пулнăшăн – 400 тенкĕ, кĕске вăхăтлăха пулнăшăн 250 тенкĕ тÿлемелле. Çак сумма садикре кашни ачана пăхма каякан тăкаксен 17 проценчĕпе çеç танлашать, ытти тăкака патшалăх хăй тÿлет.
Çула çитмен виçĕ е ытларах ача садике çÿренĕшĕн – районта вĕсем пурĕ 143-ĕн – тÿленĕ чух ашшĕ-амăшне çăмăллăх параççĕ. Сывлăх енчен япăхрах икĕ ачашăн тата шкулсем çумĕнчи консультаци пункчĕсене çÿрекен çирĕм тăхăр ачашăн укçа пачах та тÿлеттермеççĕ.
Районта ашшĕ-амăшĕн 95,07 проценчĕ хăйсен ачисем садике çÿренĕшĕн тÿленĕ укçашăн компенсаци илет. 2011 çулта районĕпе пурĕ 651451 тенкĕ компенсаци тÿлени те – ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк çăмăллăх.
"Кашни ачана – шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ" тĕллев хăçан пурнăçланĕ-ха; Ку енĕпе районта уçăмлăх курăнать: Шăмăршăра пуçламăш шкул çуртне тĕпрен реконструкцилесен, 90 ача вырнаçмалăх хушма çурт тусан район центрĕнче садик ыйтăвĕ çивĕч тăма пăрахĕ. Ялсенче те шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿреймен ачасем пулмĕç.
Çапла вара, çамрăк ашшĕ-амăшĕн икĕ-виçĕ е ытларах ача çуратма пĕрре те шикленмелле мар. Амăшĕн капиталĕ те, ун çумне республика тата 100 пин тенкĕ хушса тÿлени те демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасса шанас килет.