04 февраля 2012 г.
Январĕн 23–24-мĕшĕсенче Шупашкарта, Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче, истори предмечĕпе 9-11 классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççей олимпиадин регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта республика шкулĕсенчен килнĕ 156 вĕренекен хутшăннă, 88-ĕшĕ иккĕмĕш тапхăра тухнă.
Шăмăршă вăтам шкулĕн 11 класĕнче вĕренекен Миша Зыков (педагогĕ – Т.М. Анисимова) икĕ кунта 110 балл пуçтарса олимпиада призерĕ пулса тăнă. Февралĕн 4–8-мĕшĕсенче вара Шупашкарта чăваш, тутар, ирçе чĕлхисемпе, тăван ен историйĕпе тата культурипе олимпиадăсем иртеççĕ. Хамăр район вĕренекенĕсене çĕнтерÿ çеç сунатпăр.