04 февраля 2012 г.
Шыçă (рак) чирĕ – пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă хăрушă чир. Ахальтен мар ĕнтĕ унпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна палăртнă. Çак мероприятин тĕп тĕллевĕ шыçă чирне пуçламăш тапхăрĕнчех тупса палăртассипе, унăн малаллахи аталанăвне чарса лартса çынна пĕтĕмпех сыватассипе çыхăннă.
Февралĕн 4-мĕшĕнче район больницинче уçă алăксен кунĕ иртет. Çак кун граждансем поликлиникăри онкологи, гинекологи, хирурги, флюрографи кабинечĕсенче хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернипе пĕрлех паха сĕнÿсемпе усăллă канашсем те нумай илме пултараççĕ. Патăрьел районĕн больницинче вара çак кун хĕрарăмсене мамографи тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ.
Статьяна малалла çырса кайнă май, районти шыçă чирĕсемпе çыхăннă лару-тăру пирки те асăнса хăварас килет. Хальхи вăхăтра врач-онкологăн диспансери учетĕнче тĕрлĕ формăллă хăрушă шыçăллă 232 çын учетра тăрать.
2011 çулта хăрушă шыçă паллиллĕ 34 çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 8-шĕ – вăраха кайнă тапхăрти (IV стадия) чир аталанăвĕллĕ çынсем. Ыттисене илсен, I-II тапхăрти чир аталанăвĕллĕ çынсем - 23ĕн, III тапхăрти чир аталанăвĕллĕ çынсем - 4ăн.
Пĕлтĕр пурнăçран уйрăлса кайнă 10 çыннăн вилĕм сăлтавĕ шыçă чирĕпе çыхăннă.
2011 çулта пирĕн районта 2050 хĕрарăма медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Вĕсенчен 3-шĕн кăкăрта, пĕрин маткăра шыçă чирĕсем палăрнă.
Граждансен кашни çулах медицина тĕрĕслевĕнче пулма тăрăшмалла. Медицина тĕрĕслевĕ – сывлăх çăл куçĕ. Ÿт-пÿре хытă е çемçе тĕвĕ асăрхасан вара çийĕнчех районти больницăна, врач-онколог патне килмелле. Шыçă чирне çийĕнчех тупса палăртни ăна хирурги тата ытти мелсемпе ăнăçлă сиплеме май парать.