08 февраля 2012 г.
ИРТНĔ çул хуçалăхсем начар мар тухăç илнĕччĕ. Çĕр ĕçченĕсем кăçал тата ытларах продукци туса илме ĕмĕтленеççĕ. Халĕ пур çĕрте те çур акине хутшăнакан техникăна юсаççĕ. Вăрлăхсене те кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хăварнă.
Районти тĕрлĕ харпăрлăхри тата килти хуçалăхсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 8203 гектар акма палăртнă. Çав шутра тулă – 4150 гектар, урпа – 3053 гектар, сĕлĕ – 650 гектар, пăрçа йышши культурăсем – 100 гектар, хура тул 250 гектар акса хăвармалла.
Сахăр чĕкĕнтĕрĕ сахал мар тупăш кÿнине те шута илнĕ. Кăçал ку культура 580 гектар йышăнĕ.
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр. Кăçал районта ăна 1600 гектар лартса хăварасшăн, ку шутран 1305 гектарĕ килти хушма хуçалăхсенче пулĕ. Пахча çимĕçсем вара 160 гектар пулмалла.
Пĕр çул ÿсекен курăксене 970 гектар акма палăртнă. Маларах акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 3790 гектар шутланать. Вĕсем ăнăçлă хĕл каçасса шанас килет.