08 февраля 2012 г.
ÇЫН çеç мар, пыра-киле çĕр те "выçать" – тухăç чакса пырать. Халĕ, ĕлĕкхи пек, тислĕк çукпа пĕрех. Çавна май шанăç – минерал удобренийĕсенче. Кăçал районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсем 900 тоннăран кая мар удобрени туянма палăртнă. Вĕсенчен 500 тонни азотлисем пулĕç, 400 тонни – хутăш удобренисем.
Кăçалхи тухăçшăн халех тăрăшакан хуçалăхсем районта сахал мар. Сăмахран, "Мир" ЗАО кăна "çĕр çăкăрне" 200, "Колос" ООО 150, "Исток" ОООпа "Искра" СХПК 100-шер тонна туянма палăртнă.
Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те "çĕр çăкăрĕсĕр" тухăçа ÿстерейменнине ăнланаççĕ: "Макаров Г.Н.", "Хлюкин А.К." хуçалăхсем 30-шар, "Данилов С.З." тата "Иванова Т.Г." хуçалăхсем 20-18 тонна минерал удобренийĕ туянасшăн.