08 февраля 2012 г.
Пуянкасси шкулĕнче акăлчан чĕлхи эрни иртрĕ. Ют чĕлхепе вĕренекенсем кăсăкланни, ăна тăрăшса вĕренни çак вăхăтра уйрăмах палăрчĕ. Ачасем кашни ăмăртăва, конкурса тĕплĕн хатĕрленчĕç. 1-4 классенче вĕренекенсем сăвă вуласа, юрă юрласа тĕлĕнтерчĕç. Кунта пултаруллисем Нина Цыганова, Ксения Мусаткина, Никита Краснов (пурте – иккĕмĕш классем) пулчĕç. Тăваттăмĕшсем акăлчанла юрă шăрантарса пачĕç. 5 класра ăс пухакансем диалогсем вуларĕç. Чи маттуррисем – Рая Ярхуновапа Дима Андреев. 9 класрисем "Кăштах Аслă Британи çинчен" вăйăра тупăшрĕç. Паллах, тĕрĕс хурав параканĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем – Катя Мресова, Костя Маштаков, Настя Андреева. "6 класра вĕренекенсенчен кам ăслăрах" викторина та интереслĕ пулчĕ. Çак асăннă класри Женя Цыганов, Ваня Данилов, Алексей Борисов чи ăслисем пулни палăрчĕ.
Эрнелĕхе хастар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене Дипломсемпе чысланă.