Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта колхозсем хăçан йĕркеленнĕ?

08 февраля 2012 г.

Историрен паллă ĕнтĕ, хресченсен вак хуçалăхĕсене пĕрлештерсе ял хуçалăх артелĕсем, кооперативсем, колхозсем йĕркелесси Раççейре çирĕммĕш çулсен вĕçĕнче – вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче массăллă пулса иртнĕ. Коллективизаци идейи индустриализаци программине йышăннă хыççăн çуралнă.

1927 çулхи декабрьте ВКП (б) вун пиллĕкмĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Вăл историе "коллективизаци съезчĕ" ятпа кĕрсе юлнă. Парти çакна "социализм строительствин тĕрекĕсенчен пĕри" тесе хакланă. "Çак тапхăрта хресченсен уйрăм вак хуçалăхĕсене пĕрлештересси тата вĕсенчен пысăк коллективсем туса хурасси партин ялти тĕп задачи вырăнĕнче пулмалла", - тесе палăртнă пулнă съезд йышăнăвĕнче. Çав вăхăтрах унта çапла асăрхаттарнă: шултра коллективлă хуçалăхсем йĕркелесси çине куçасси ĕçлекен хресченсем çапла тума хăйсем килĕшсен çеç пулса пымалла.

Анчах, шел пулин те, шăпах çакă пурнăçланман та ĕнтĕ пирĕн пурнăçра. Чухăнсемпе вăтам хресченсене колхозсене вăйпа хĕстерсе кĕртнĕ, вĕсен пур-çук пурлăхне, чăххи-чĕппи таранах, пĕр çĕре пĕрлештерсе çак хуçалăхсен пĕтĕмĕшле пурлăхĕ туса хунă, хăйсене çап-çара тенĕ пек тăратса хăварнă. Ку вара коллективлă хуçалăхсем саланса каясси патне илсе çитернĕ, колхоз стройĕн тăшманĕсем валли хирĕçле агитаци тумалли сăлтав пулса тăнă. Хăшпĕр çĕрте артельсем темиçе хут та саланас патне çитнĕ. Ял хуçалăхĕн пурлăх базине майĕпен çирĕплетсе пыни, партипе правительство малтанхи тапхăрта коллективизаци ыйтăвĕсемпе хăйсем тунă йăнăшсене кая юлса пулсан та ăнланса илни ял çыннисене каллех пĕр чăмăра пĕрлештерме пултарнă.

Пирĕн районта малтанхи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çирĕммĕш çулсен вĕçĕнче чăмăртаннă. Массăллă юхăм вара вăтăрмĕш çулсен малтанхи çурринче пулса иртнĕ. Халĕ колхозсем ăçта тата хăçан йĕркеленнине илсе кăтартар-ха.

1928 çулта: Палтиел ял Советĕнчи Красный ключ поселокра – "Красный ключ" колхоз; Анат Чаткас ял Советĕнчи Триер тата Ивановка поселокĕсенче – "Триер" колхоз.

1929 çулта: Патирек ялĕнче – "Искра" колхоз; Анат Чаткас ялĕнче – "Трактор" колхоз.

1930 çулта: Шăмăршă ялĕнче – "Труженик" колхоз; Асанкассинче – "Юлташ" колхоз; Пăчăрлă Пашьелĕнче – "Красная нива" колхоз; Васанта – "Красная победа" колхоз; Ярăславра – "Пламя труда" колхоз; Ирçе Тĕккинче – "Мекш" колхоз; Никишино ялĕнче –Космовский ячĕпе хисепленекен колхоз; Никишино ялĕнче – "Заря свободы" колхоз; Улмаллă ялĕнче "Маяк революции" колхоз; Çĕнĕ Чукалта – "Чапаев" колхоз; Кивĕ Шăмăршăра – "Динамо" колхоз; Кивĕ Чукалта – "Красный пахарь" колхоз; Палтиелĕнче – "Красная звезда" колхоз; Виçпÿрт Шăмăршăра – "Правда" колхоз; Тури Чаткасра – "Красный воин" колхоз; Шамкай ялĕнче "Светлый путь" колхоз.

1931 çулта: Энтĕръелĕнче – "Мотор" колхоз; Хĕрлĕ Васан поселокĕнче – "Красный Вазан" колхоз; Пуянкассинче – "Заря" колхоз; Кахăрлă Шăхалĕнче – "Знамя Октября" колхоз; Канаш поселокĕнче – "Канаш" колхоз; Вырăс Чукалĕнче – "Красный партизан" колхоз; Вырăс Чукал ял Советне кĕнĕ Варваринăра – "Муравей" колхоз; Çĕнĕ Шăмăршăра – "Новая деревня" колхоз; Карапай Шăмăршăра – "Красный партизан" колхоз; Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче – Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз.

1933 çулта:Максим Горький поселокĕнче – "Максим Горький" колхоз.

1934 çулта: Хайпăла ялĕнче – "Первое Мая" колхоз.

Çапла вара, 1934 çулта Шăмăршă районĕнчи пур ялпа поселокра та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелесси вĕçленнĕ. 1936 çул пуçланнă тĕле пурĕ 16 ял Совечĕ, 30 колхоз пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика