08 февраля 2012 г.
РАЙОНТА пурăнакансем грипп чирĕпе чирлесси кунсерен ÿсни палăрать.
Гриппа тата ОРЗ-па (респираторлă йывăр чирпе) чирлессин профилактикинче диагноза маларах палăртни тата чирлĕ çынна çичĕ кун таран ыттисенчен уйрăм тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Грипп чирĕн малтанхи паллисем пулсанах çыннăн вырăн çине выртмалла, вĕри чей, морс нумай ĕçмелле, çавăн пекех врач консультацийĕ те кирлĕ. Гриппа чирленĕ чухне харпăр хăй тĕллĕн сипленни пулмалла мар. Çакна ачасене тата аслăрах çулхисене сыватнă чухне уйрăмах асра тытмалла. Мĕншĕн тесен грипп епле иртессине пĕлме çук, хыççăн вĕрĕлесси те пулма пултарать.
Килти условисенче чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла, урайне, ытти япаласене дезинфекци хатĕрĕсемпе сăтăрмалла. Чирлĕ çынпа ытлах хутшăнмалла мар. Ăна медицина маскине тăхăнса кăна пăхса тăмалла. Паянхи куна илсен, грипп профилактики валли тĕрлĕ эмелсем çителĕклех. Васкавлă тата планпа палăртнă профилактика ирттерме, врачпа канашланă хыççăн, вируссене хирĕçле препаратсемпе (афлубин, арбидол, анаферон) усă курма юрать.
Çакна асра тытмалла: инфекци таса мар алăсенчен хăвăрт куçать. Ятарлă сăнавсем кăтартнă тăрăх алăсем сăмсапа, куçсемпе, сурчăкпа куллен 300 хут таран контактра пулаççĕ. Алă панă чухне, алăк хăлăпĕсем тата ытти япаласем урлă вируссем сывă çынсен аллисене лекеççĕ, унтан сăмсана, куçсене, çăвара куçаççĕ. Çавна май чир сарăлнă вăхăтра пĕр-пĕрне питех алă памалла мар. Алăсене час-часах супăньпе çумалла.
Аскорбин кислотипе, поливитаминсемпе усă курни лайăх. Вĕсем организма çирĕплетме пулăшаççĕ. С витамин йÿçетнĕ купăстара, клюквăра, лимонра, кивире, мандаринра, апельсинра, грейпфрутра уйрăмах нумай. Грипп сарăлнă вăхăтра унран сыхланас тесе куллен ыхран икĕ-виçĕ шăлне, пуçлă сухан çини те усăллă. Грипп вăхăтĕнче сăмсан малти пайĕсене кунне икĕ хутчен супăньпе çумалла. Çакă унти микробсемпе вируссене пĕтерме пулăшать. Пыра марганцовка, фурациллин, сода е ромашка шĕвекĕсемпе чÿхесе тăмалла. Медикамент мар хатĕрсемпе – шăлан шывĕпе, хăмла çырлипе, пылпа, çăка чечекĕпе чей ĕçмелле. Температура пысăк чухне хăмла çырли сĕткенне сахăрпа ĕçни усăллă.
Гриппран сыхланма эпидемие хирĕçле правилăсене пăхăнни, ÿт-пĕве пиçĕхтерни, иммуностимуляторсемпе усă курни нумай пулăшать.
Асăннă чир сарăлнă вăхăтра шкул çулне çитменнисен учрежденине ачасене çĕнĕрен йышăнмалла мар. Пĕр ушкăнран теприне те куçарма юрамасть. Ирсерен ачасен сывлăхне тĕрĕслемелле. Чир паллисем нумаях мар палăрнă пулсан та ачана садике йышăнмалла мар. Пÿлĕмри сывлăша сиенсĕрлетме бактерицидлă ультрафиолетовăй лампăсемпе усă курмалла.