11 февраля 2012 г.
ÇАК кунсенче Васанти культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсен районти канашлăвĕ иртнĕ. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Чăваш Республикин Культура министерствин пай начальникĕ И.Ильина, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В.Бондарев, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, культура ĕçченĕсем пулнă.
Мероприятие уçса, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Ларшникова культура учрежденийĕсен 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2012 çулта тăракан задачăсене, культура аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă.
Кун хыççăн Культура министерствин пай начальникĕ И.Ильина тухса калаçнă, республикăри культура аталанăвĕ, отраслĕн малашлăхри тĕллевĕсем тата кăçалхи задачисем çинчен каласа панă.
Малалла вара районти организаципе методика центрĕн заведующийĕ А.Петрова, Васан ял поселенийĕн тивĕçне пурнăçлакан Ю.Ильин, Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова, Васанти краеведени халăх музейĕн директорĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников, Палтиел ял поселенийĕн культурăпа кану центрĕн директорĕ Т.Долгова тата Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн библиотекин библиотекарĕ Т.Можаева сăмах илнĕ, пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе, кăçалхи тĕллевсене асăннă.
Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В.Бондарев культура учрежденийĕсен çĕнĕ енĕсем (автономлă, бюджетлă, хысна) тата культура учрежденийĕсем паракан муниципаллă пулăшусем çинче чарăнса тăнă.
2011 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх палăрнă чи хастар культура ĕçченĕсене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн Грамотипе чысланă. Кун хыççăн канашлăва пухăннисем концерт курнă.
Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев культура ĕçченĕсене творчествăлла ăнăçу суннă, тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне ялти, районти истори, тăван тавралăх культурин материалĕсемпе анлăн усă курма, районти паллă çынсем çинчен стендсем туса хатĕрлеме сĕннĕ.