11 февраля 2012 г.
Çветтуй Валентин пĕр-пĕрне савакансен хутне кĕрекенĕ пулнăран çак уява Юратакансен кунĕ те теççĕ. Çавна май ку праçнике чылайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет, тĕплĕ хатĕрленет: парне туянать, Çветтуй Валентин пулăшăвĕпе чи çутă ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанать. Çак кун кашниех хăйĕн туйăмĕсем пирки савнă çыннине пĕр вăтанмасăр пĕлтерме пултарать. Хăшĕ-пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, февралĕн 14-мĕшĕнче пикесен килĕшекен арçын патне пырса хăйне качча илмешкĕн сĕнме те ирĕк пур. Этемлĕхĕн вăйлă çурри çак утăма тума хатĕр мар тăк хĕре тав тумалла, пурçăн кĕпе парнелемелле.
Юрату – анлă ăнлав. Пирĕн ыйтăм та çакна çирĕплетсе пачĕ. Çветтуй Валентин кунĕ умĕн тĕрлĕ ÿсĕмри çынсенчен вĕсем çак куна мĕнле уявласа ирттернине тата кама, мĕне юратнине йĕрлесе тухма тĕллев тытрăмăр.
Валентина Фомина, Шăмăршăри автостанцин аслă кассирĕ:
– Çакнашкал уяв пурри мана питĕ савăнтарать. Валентин кунне пĕрле ĕçлекенсемпе, юлташсемпе паллă тума тăрăшатăп. Паллах, юратнă мăшăрпа ачасем те парнесĕр хăвармаççĕ.
Валентина Яковлева, Анат Чаткасри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ:
– Çветтуй Валентин кунĕ ытти кунсем пекех иртет. Пĕрле ĕçлекенсем, юлташсем саламлаççĕ, çакă кăмăла çĕклет. Уйрăмах çак кун хаçатсенче Çветтуй Валентин кунĕ пирки çырнă статьясене вулама кăмăллатăп.
Валентин Макаров, Васан ялĕ, ĕç ветеранĕ:
– Çак уява питĕ чаплă палăртма тăрăшатăп. Мĕншĕн тесен шăпах хам ятпа çыхăннă-çке ку кун. Ас тăватăп-ха институтра I курсра вĕреннĕ чухне ман сĕтел çине пилĕк мороженăй пырса хунăччĕ. Вĕрентекен те манран нимĕн те ыйтмарĕ çав кун.
Валентина Юманова, Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнать:
– Çак праçник маншăн иккĕмĕш çуралнă кун пекех. Юратнă çынсем ир-ирех саламлама пуçлаççĕ, хăнана килеççĕ, парнесемпе савăнтараççĕ. Пĕрле пухăнсан вара юрă юрлатпăр, тĕрлĕ шÿтсем каласа кулатпăр. Уява хаваслă ирттерме тăрăшатпăр.
Валентина Вашуркина, Çĕнĕ Тăрăн ялĕ, предприниматель:
– Çветтуй Валентин кунĕнче юрату çинчен çырнă кĕнеке вулатăп. Чăнах та, çак уявăн историйĕ чун-чĕрене хумхантарать. Ун çинчен паянхи çамрăксен пĕлмеллех тесе шутлатăп. Юратăва ĕмĕр тăршшĕпех упраса пурăнмалла, хĕрарăм – арçынна, арçыннăн хĕрарăма хисеплемелле тата пĕр-пĕрне шанмалла.
Валентин Веденеев, Кивĕ Чукалта пурăнать:
– Ку уява питех паллă туса кайман. Юлашки çулсенче кăна салам сăмахĕсем вĕçсе килме тытăнчĕç. Мĕн юрататăп-и; Тăван тавралăха, мăшăра, ачасене чунтан саватăп.
Валентина Борисова, "Колос" Агрофирма" ООО бухгалтерĕ:
– Эпир çамрăк чухне Çветтуй Валентин кунне уявласах кайман. Ачасем вара çак кун купипех "валентинкăсем" йышăнатчĕç, хăйсем çыратчĕç, мана та çырса паратчĕç. Паллах, халĕ анлă паллă тăваççĕ çак куна. Парнесем кăмăла çĕклеççĕ, саламсем чуна ăшăтаççĕ çак кун.
Валентина Павлова, Шăмăршă ялĕ, пенсионерка:
– Çветтуй Валентин кунĕ юрату историйĕпе çыхăннă. Валентин священник Рим императорĕ хăйне явап тыттарасса хăрамасăр савнисене вăрттăн венчете тăратнă, ырă ĕç тунă. Юратнă çынсем çак кун мана хĕрÿллĕн саламлаççĕ, ыррине кăна сунаççĕ, уяв сĕтелĕ хатĕрлесе параççĕ.
Валентина Кондратьева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти воспитатель:
– Юратнă уявсенчен пĕри вăл маншăн. Паллах, саламсем туллиех йышăнатăп çак кун. "Валентинкăсене" сотовăй телефон урлă çитереççĕ. Унта çырнă сăмахсем ĕçлеме вăй-хăват хушаççĕ, юратма хистеççĕ. Çак кун килте сĕтел хушшине пухăнатпăр, чун каниччен калаçатпăр.
Валентин е Валентина – çĕр çинчи чи сумлă ятсенчен пĕри. Шел те, анчах районта 2001 çултан пуçласа паянхи кунччен çак ята суйласа илекен пĕр çемье те çук. Юлашкинчен Валентина ятлă хĕрачана Ярăслав ялĕнче çуралнине регистрацилени çинчен пĕлтерчĕç районти ЗАГС пайĕнчен.