Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель, ан ман: сана килте кĕтеççĕ

18 февраля 2012 г.

Водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни инкек патне илсе пырать. Акă çакна пула январьте федераллă автоçулăн 106-мĕш километ-рĕнче – Карапай Шăмăршă тĕлĕнче авари пулнă.

Каçхине 8 сехетре Патăрьел арçынни руль тытса пыракан 14-мĕш модельлĕ "Жигули" Юхма тăрăхнелле вирхĕннĕ. Шел, юр çукаласа тăнă пулсан та хăвăртлăх режимне пăхăнман вăл. Çакă вара хирĕç килекен груз турттаракан автомашинăпа çапăнасси патне илсе çитернĕ. Аварире "Жигули" пассажирĕ аманнă, ăна больницăна вырттарнă. Юрать-ха, груз турттаракан водитель опытлăскер пулнă. Кăткăс лару-тăрура çухалса кайман вăл, авари хăрушлăхне чакарас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Унсăрăн çак пăтăрмах тата йывăртарах çухатупа иртме пултарнă. Халĕ ку авари тĕлĕшпе тĕпчев пырать.

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн водительсем штраф тÿлеççĕ. Питĕ шел, хăш-пĕрисем штрафа пĕр уйăх хушшинче тÿлесе татасси пирки аса та илмеççĕ. Çакна пула çул-йĕр патруль службин инспекторĕсен суд приставĕсемпе пĕрле парăмçăсем пирки миравай судья патне тивĕçлĕ документсем тăратма тивет. Саккунпа килĕшÿллĕн судья вара парăмçăсене 1000 тенкĕрен пуçланакан суммăллă штраф тÿлеттерет е вăхăтлăх тытакан изолятора 15 талăк таран "канма" "путевка" çырса парать.

ГИБДД сотрудникĕсем суд приставĕсемпе пĕрле кашни кĕçнерни кунах "Парăмçă" ятпа иртекен операцие тухаççĕ, штрафа вăхăтра тÿлемен çынсем тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Шухăшлатăн та тепĕр чух, тĕлĕнетĕн: çул-йĕр правилисене пăсакансен, руль умне эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн ларакансен йышĕнче çемьеллĕ арçынсем те чылай вĕт-ха. Инкек пулас пулсан, ачăрсем тăлăха юлма, телейсĕр ÿсме пултарасси пирки мĕншĕн шутламастăр; «Руль умĕнчи ÿсĕр çын – преступник» тенине те асра тытасчĕ. Çул-йĕр ÿсĕрсене юратмасть, инкек юнашарах тăрать.

Статьяна вĕçленĕ май, водительсене те, çуран çÿрекенсене те çул çинче асăрхануллă пулма сĕнетĕп. Тимлĕхе уйрăмах хĕллехи тапхăрта ÿстермелли пирки манас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика