18 февраля 2012 г.
Шурă халатлисен профсоюзĕн ăмăртăвĕнчен пирĕн районти медицина ĕçченĕсем иккĕмĕш вырăнпа таврăннă. Ăмăрту Шупашкарта иртнĕ. Район чысне Ирина Васильева, Лидия Никитина, Любовь Измайлова, Надежда Ларионова, Игорь Поляков, Федор Ильдяков тата Юрий Ермолаев хÿтĕленĕ.
Районти тĕп больница команди кашни ăмăртăвах хастар хутшăнать, ялан тенĕ пекех малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.