Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт мĕншĕн йÿнĕ?

18 февраля 2012 г.

Ял халăхĕ тупăш курас тесе хăй туса илекен продукцие те сутать. Газпа электроэнергишĕн тÿлемешкĕн те укçа кирлĕ çынсене. Çавăнпах вĕсем сĕт сутса услам тăваççĕ. Кашни ялтах ир-ирех сĕт пуçтаракан машинăсем ыйхăран тăрса ĕнисене сунă çынсем патне васканине куратăн. Кам витрепе, кам флягăпах йăтса тухать.

Сĕт хакĕ вара районта Анат Чаткас ял поселенийĕнче чи хакли. Кунта ăна пĕр литрне 11 тенкĕпе пуçтараççĕ. Карапай Шăмăршăра – 10 тенкĕ те 50 пус. Ытти ялсенче вара пур çĕрте те 10 тенкĕ кăна. Шăмăршăри лавккасенче вара 1 литр сĕтшĕн 20 тенкĕ кăларса пама тивет.

Кÿршĕ Патăрьел районĕнче халăхран сĕте миçе тенкĕпе пуçтарнипе те интереслентĕмĕр. Унта вăтамран 1 литршăн 12 тенкĕ те 50 пусран пуçласа 13 тенкĕ те 50 пус таран тÿлеççĕ. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: мĕншĕн пирĕн районти хак йÿнĕрех; Е пирĕн ĕнесен сĕчĕ пахалăхсăртарах-ши;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика