Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен аталанăвĕ: вĕрентÿ

18 февраля 2012 г.

Чăваш Республикинче халĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 509 учреждени ĕçлет, вĕсенче 128,5 пин ача вĕренет, çав шутра 41 проц. – ялсенче. Мĕн пур учреждение Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсен хăйсен сайчĕсем пур. Пуринче те столовăйсем ĕçлеççĕ. Халĕ шкул ачисен 93,1 проц. пĕр хут вĕри апат çитереççĕ. 25 проц. – икĕ хут, 12 проц. яхăн виçĕ хут апатланать. "Вĕрентÿ" нацпроекта пурнăçланă май шкул ачисен сывлăхне çирĕплетме 60 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Пĕлтĕр шкулсенчи учительсен шалăвне виçĕ тапхăрпа пысăклатнă: июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен окладсене 6,5 проц. ÿстернĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен хавхалантаркан пай 16,5 проц. пысăкланнă, октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен окладсем 6,5 проц. ÿснĕ. Çавна май кăçалхи декабрьте педагогсен вăтам ĕç укçи 17299 тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех пĕлтĕр педагог-психологсен, социаллă педагогсен, садиксен воспитателĕсемпе ытти педагогика ĕçченĕн шалăвне те пысăклатнă. Шкулсем валли учителĕн автоматизациленĕ 133 ĕç вырăнне, 805 компьютер туяннă. Педагогсен пĕлĕвне ÿстерме 4,2 млн тенкĕ тăкакланă. Иртнĕ çул шкулсем çамрăк 219 специалиста йышăннă – 2010 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Пĕлтĕр пĕлÿ ÿстернĕ учительсен йышĕ ÿснĕ.

Кăçал шкул библиотекисен кĕнеке фондне пуянлатма 136,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çакă 1-2 классене туллин тата 3-4 классенче вĕренекенсен 80 проц. тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтерме май парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика