Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма пулăшу

18 февраля 2012 г.

ФЕДЕРАЦИН 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи "Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен" 256-мĕш саккунĕ 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕренпе республикăра 33,3 пин çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Унăн укçипе пĕтĕмпех е пĕр пайĕпе 14,3 пинĕшĕ (43 процент) 4,5 млрд тенкĕлĕх усă курнă. Ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнчинчен (32 процент) тата Раççейринчен (26 процент) пысăкрах.

Тĕпрен илсен çав суммăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн тăкакланă. Капиталла çурт çĕклеме е реконструкцилеме, çавăн пекех малтан туса лартнин е çĕнетсе улăштарнин тăкакĕсене компенсацилеме ирĕк пани ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Çемье капиталĕн шучĕпе ачисене вĕрентмешкĕн 188 çын усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ халĕ капитал укçипе тĕпренчĕкне ача садне е кирек хăш вĕренÿ учрежденине çÿретнĕшĕн тÿлемешкĕн тăкаклама пултарать: сертификат ирĕкне илсе килнĕ ывăл-хĕр 3 çул тултарсан çакăн пирки пĕлтерсе Пенси фондне заявлени çырма юрать. Унпа пĕрле сертификат хуçи ача сачĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ пулмалла. Тĕпренчĕкне (кирек хăшне: аслине, кĕçĕннине) пăхса усранăшăн çав учреждение саккунпа палăртнă вăхăтра – 2 уйăх иртиччен – укçа куçараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика