Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене – ĕç вырăнĕ

18 февраля 2012 г.

2011 Çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнне тытса тăрасси çинчен" Саккуна пурнăçласа районти тĕп больницăра канашлу иртрĕ. Унта райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова, халăха социаллă пулăшу паракан пайăн ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Ю.Н.Галкина, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ С.В.Кузьмин, васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăмăн ертÿçи Ф.Л.Андронова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ И.А. Смирнова тата кадрсемпе ĕçлекен Н.Н. Иванова специалист хутшăнчĕç.

Асăннă саккун пирки С.В. Кузьмин ăнлантарса пачĕ. Сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарасси мĕнлерех пыни çинче чарăнса тăчĕ, иртнĕ çулсенче миçе инвалида ĕçпе тивĕçтернине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекен çынсене аттестаци витĕр кăларнă хыççăн ĕçсĕррисен вăтам списокĕ сывлăхшăн сиенлĕ тата йывăр ĕç условийĕсенче вăй хуракансем еннелле чакмалла.

Ĕç вырăнĕсенче аттестаци мĕнлерех ирттермелли пирки Ю.Н. Галкина пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин хушăвĕпе, ĕç параканăн кашни уйăхрах инвалидсем валли ĕç тытса тăни пирки, вĕсене ĕçпе тивĕçтерме пултарни çинчен ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерсех тăмалла. Йышăннă уйрăм программа тăрăх пĕр инвалид валли ятарлă ĕç вырăнĕ туса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика