15 февраля 2012 г.
Çирĕм-çирĕм пилĕк градуслă сивве ятлакансем сахал мар пулин те, спортăн чăн-чăн тусĕсемшĕн, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн хăлхана чĕпĕтекен сивĕ ним те мар. Çакна вĕсем вырсарни кун "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012" чупура тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Районти кашни ял поселенийĕнчех хĕллехи спорт уявĕ анлă иртрĕ, кăнтăрла 12 сехетре йĕлтĕр йĕрĕ çине 1200-е яхăн çын тăчĕ.
...Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕ хĕлле те хăйĕн илемĕпе илĕртет. Акатуй уçланкине район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, спорта юратакансем йышлăн пуçтарăннă. Спорт тусĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.П. Димитриев уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, йĕлтĕр йĕрĕ кашнинех çирĕп сывлăхпа хавхалану парнелессе шанса тăнине палăртрĕç.
Сивĕре нумай калаçса тăраймăн – акă арçынсемпе каччăсем старт илчĕç те. Пысăк йышра спорт ветеранĕ, саккăрмĕш теçеткере пыракан В.П. Шуряков пурне те ырă тĕслĕх кăтартни курăнчĕ, малтанах хытă чупса финиша та пысăк хăвăртлăхпа çитрĕ.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче те спорт ветеранĕсем малта пычĕç. Санэпидемнадзор службинче ĕçлекен Л.М. Никитина, акă вун саккăрти – çирĕмри çамрăк хĕрсене те хыçа хăварма пултарчĕ.
Çапах та чи пĕлтерĕшли мала тухни мар, йышпа пĕрле район çыннисем йĕлтĕр спортне юратнине кăтартса пани, хамăрăн сывлăхшăн тăрăшни.
Районти ытти ял поселенийĕсенче те "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2012" чупу пысăк йĕркелĕхпе, спорт тусĕсем ăмăртăва анлăн хутшăннипе иртнĕ. Чупу ирттерекен вырăнта çынсене вĕри чейпе хăналани те, юрă-кĕвĕ те кăмăла çĕкленĕ.