15 февраля 2012 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев нумаях пулмасть 40 çул ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсене тата 45 çул ĕçленĕ арçынсене "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят парасси çинчен Указ кăларнăччĕ. Унтанпа районти 30 ытла пенсионер "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ.
Çак йышра – Асанкассинчи А.В. Драгуновапа З.Н. Корчакова, Пуянкассинчи Л.Е.Мресова, Кивĕ Чукалти З.К. Эрюкова, Анат Чаткасри Г.С.Юнкерова, Шăмăршăри Н.В.Куракин тата ыттисем. Вĕсене хисеплĕ ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверение савăнăçлă лару-тăрура панă.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Ĕç ветеранĕ" ят пама ыйтса Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине тата 100 пенсионер пирки документ хатĕрлесе тăратнă.