Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх çул-йĕрне суйлатпăр

15 февраля 2012 г.

Çĕр-шыв пуррин, пулассин тĕп никĕсĕсенчен пĕри – унта пурăнакан вун-вун, çĕр-çĕр халăх хушшинчи килĕшÿлĕх. Çак шухăшпа хуть те кам та килĕшет пулĕ тетпĕр.

Çак кунсенче çĕр-шыври тĕп хаçатсенче Владимир Путин премьерăн Президент суйлавĕ умĕнхи программинчи тĕп самантсемпе паллаштаракан статьясем пичетленсе тухрĕç. Ку статьясем çĕр-шыв экономикине аталантармалли, нацисем хушшинчи туслăха, влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли программăсем пулса тăраççĕ.

Пурнăçри савăках мар вăхăтсене эпир манман-ха: патшалăхăмăр "шурлăха путнăччĕ", аслă ăру çыннисем уйăхĕ-уйăхĕпе - пенси, ĕçлекенсем шалу илейместчĕç. Çĕр-шыв çийĕн вăрçă сĕмĕ явăнатчĕ, "хура хут" илессинчен хăтартăр тесе салтак амăшĕсем турра пуç çапатчĕç...

Çакăн пек условисенче штурвала хăй аллине илсе Раççее шурлăхран туртса кăларма пултаракан çын кирлĕччĕ. 2000-2008 çулсенче Владимир Путин çакăн йышши "капитан" пулса тăчĕ, йывăр вăхăтра çĕр-шыва ертсе пычĕ. Çав тапхăрта чылай тытăмра – промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, спортра, халăхăн социаллă пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулса иртрĕç: çулсем хывăнчĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем хута кайрĕç, çурт-йĕр, социаллă тата культура обьекчĕсем çĕкленчĕç.

2004 çулта Владимир Владимирович Путин Шăмăршăна килсе кайнине, районти çĕнĕлĕхсемпе паллашнине, ял çыннисемпе хутшăннине, вĕсен çурчĕсене кĕрсе курнине, тĕп библиотекăра пулнине, ку тăрăхри ырă пулăмсене пысăка хурса хакланине епле манăпăр-ха. Ун чухне вăл Шăмăршăсене нумай нацин пысăк çемйинче малашне те туслă пурăнма тата тухăçлă вăй хума ырлăх сунчĕ.

Çивĕч ыйтусем çук мар паллах, вĕсене татса памалла. Апла пулин те эпир çапла каласшăн: халăх ăнăçуллă ĕçлеме пултартăр тесе пирĕнтен кашнин, пĕтĕм йышăн пĕрлехи кимме силленсе тăма памалла мар, кил-çуртра тăнăçлăх туса хумашкăн тăрăшмалла. Çакă – кашни ялăн, районăн, республикăн, çĕр-шывăмăрăн ăнтăлуллă малашлăхĕн тĕп шăнăрĕ.

Анатолий Ухтияров, Светлана Яковлева, Герольд Алексеев, Валерий Богатов, Евгений Авксентьев, Петр Долгов, Владимир Егоров, Радимир Егоров, Борис Ефимов, Олег Ефимов, Владимир Зайцев, Николай Казаков, Владислав Карзанов, Геннадий Ларионов, Владислав Обожгеев, Алексей Петров, Петр Свеклов, Николай Сергеев, Эдуард Смаев, Геннадий Терентьев, Татьяна Федорова, Юрий Чернов, Любовь Чугунова – Шăмăршăсен Шупашкарти "Красный бор" ентешлĕхĕн членĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика