15 февраля 2012 г.
Вăрçă асапĕпе тертне тÿссе ирттернĕ çынсемпе калаçма çăмăлах мар. Вĕсем çав вăхăтсене аса илсе кăмăлне тепĕр хут хуçасшăн мар. Куçĕсем умĕнчех-тĕр душман аллинчен вилнĕ тус-юлташĕ, талăкĕпе çывăрман кунсем, ыратупа, курайманлăхпа тулса çитнĕ самантсем. Салтаксенчен кашниех тăванĕсем, савнийĕсем пирки шухăшланĕ пулĕ, часрах тăван таврана çитсе вĕсене ыталаса илме ĕмĕтленнĕ. Чунĕсене лăплантарма аллисене гитара тытса тунсăхлă юрăсем шăрантарнă. Çав юрă йĕркисенче салтаксен пурнăçĕ сăнланнă. Акă вуласа ĕненер-ха çакна: "Опять тревога, опять сквозь ночи идем мы в бой. Когда же дембель, я мать увижу и дом родной;" Çунса кĕлленнĕ Афганистан çĕрĕ çинче вилĕмпе куçа-куçăн миçе хутчен тĕл пулман-ши; Вĕсем йĕри-таврари хĕрлĕ мăкăнь чечекĕн илемĕпе те киленнĕ. Çак самантра салтаксем шухăш-ĕмĕчĕпе тăван тавралăха çитнĕ, шурă хурăнсемпе лаштра юмансем пирки калаçнă. Анчах çумĕсенчен автомачĕсене яман, вĕсене хĕрсем вырăнне ыталанă.
Тăхăр çул ытларах Совет воинĕсем, шăпах тĕрлĕ енлĕ аталаннă маттур каччăсем тата вĕсен командирĕсем, Афганистан правительстви ыйтнипе, ООН Уставĕпе килĕшÿллĕн, афган халăхне çĕнĕ пурнăç тума пулăшнă. Çак вăхăт хушшинче пирĕн республикăри çамрăксенчен кăна виçĕ пин çурă ытларахăшĕ Афганистанра службăра пулнă. Паллах, çак йышра пирĕн районти каччăсем те пур.
Шел, вăрçă çухатусăр пулмасть. Палтиел ялĕнче çуралнă Владимир Михайловпа Кахăрлă Шăхалĕнчи Валерий Кузнецов тăван кĕтесĕсене сывă таврăнаймарĕç. Вĕсем душмансемпе хăюллăн çапăçса пуçĕсене хунă. Çемйисемшĕн пысăк çухату пулнă çакă. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Апла пулсан та, вĕсем халăх асĕнчех.