Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕпе иртĕхни – хăрушă!

15 февраля 2012 г.

Эрех-сăра ĕçсе ашкăнакан çынсенчен ытларахăшĕ вар-хырăм, пĕвер, нервпа психика чирĕсемпе аптăрать, çавна пула вĕсенчен чылайăшĕ çамрăклах вилет.

Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ хăйсем кăна чирлемеççĕ, ачисене те çак хăрушă инкеке " парнелеççĕ". Эрех-сăра час-часах ĕçекен çынсен ачисем тĕрĕс-тĕкел, сывă çуралаймаççĕ, вĕсен вăраха каякан йывăр чирсем аталанаççĕ.

Алкоголизм чирĕпе тертленсе пурăнакансем хушшинче ир вилекенсем мĕншĕн нумай; Чи малтанах, çынсем сусăрланнине пула вилеççĕ. Перĕнса е çакăнса вилекенсем те сахал мар. Нумайăшĕ вара ĕçке пула чире кайса вăхăтсăр вилет. Вăраха кайнă алкоголизмпа аптăракансем хушшинче тĕрлĕ чирсемпе хăвăртрах чирлесси аталанса пырать. Вĕсем панкреатитпа, гастритпа, шыçă чирĕпе, туберкулезпа, чĕре чирĕсемпе аптăраççĕ. Эрех-сăра ĕçесси вăйланса пынă май пĕвер çĕрнине пула çынсем вилесси нумай ÿсет.

Эрех-сăра вăй-хал тĕлĕшĕнчен хавшатнипе пĕрлех çынсен психикине аркатать, кăмăл-туйăмне пусăрăнтарать, çынлăх пахалăхĕсене çухатасси патне илсе пырать. Çавăн чухне çыннăн психикинче тарăн улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакăн пек çынсем хăвăрт çиленсе каяççĕ, хăй мĕн тунине, калаçнине критикăлла тишкерсе тĕрĕс хак пама пултараймаççĕ. Вĕсен ăс-тăнĕ чакать, ăс-хакăл пултарулăхĕ ытла та чухăнланса çитет. Алкоголизм чирĕ шала кайнă çынсем ыттисене тăруках хăтăрса пăрахаççĕ, хăйсене ытти йĕркеллĕ çынсемпе пĕр шайра тытма пултараймаççĕ, суйма-улталама хăнăхаççĕ.

Ĕçекен çынна хăй тĕрĕс мар туни пирки кала-ха. Хăйсем питех те хăрушă инкек патне майĕпен-майĕпенех пынине вĕсем тĕрĕс ăнланса хак пама пултараймаççĕ. Çакна алкоголиксем хăйсен ĕç-хĕлне критикăлла тишкерсе хаклас пултарулăхне çухатнипе ăнлантармалла.

Чирлĕ çынсем тепĕр чухне эрех-сăра вĕсен сывлăхне хавшатнине ăнланса илме те пултараймаççĕ, çак чир вĕсен çемйишĕн, ачи-пăчишĕн мĕн тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине кирлĕ пек ăнланмаççĕ. Вырăссен пĕр паллă психиатрĕ çапла каланă: "Алкоголик пурне те айăплать – арăмне те, ачисене те, ĕçри юлташĕсене те. Хăй кăна тĕрĕс тăвать тесе шутлать".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика