Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сигарет пурнăçа кĕскетет

15 февраля 2012 г.

"Шăмăршă хыпарĕнче" январĕн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ "Табачный дым – сильнейший аллерген" статьяна питĕ тимлĕн вуласа тухрăм. Шăпах хам çинчен çырнă пекех туйăнчĕ мана.

1945 çулта эпĕ Палтиелĕнчи вăтам шкулта 9 класс пĕтертĕм. Хамăр ялтан – Васантан Палтиелне хуть хăш çанталăкра та çуран утнă. Каялла таврăннă чухне хĕллехи тапхăрта тавралăха каç сĕмĕ çапатчĕ ĕнтĕ. Çав çулсенче пур çĕрте те кашкăрсем хытă ĕрчесе кайнăччĕ. Вĕсем вут-çулăмран хăраççĕ тенине илтсе эпĕ хĕллехи кунсенче кĕсьене табак, хут татки тата шăрпăк чиксе тухаттăм. Каçхине Палтиел шкулĕнчен Васана таврăннă чухне, хирте, табак мăкăрлантараттăм. Пĕррехинче, шăпах чикарккă чĕркеме шутланă вăхăтра, Хайпăлапа Васан чиккинче кĕтмен çĕртен ман умма кашкăр персе тухрĕ те хаяррăн çăварне карса пăрахрĕ. Эпĕ хăраса ÿкнипе хыттăн кăшкăрса йĕрсе ятăм. Ман сасса илтсе Васанта вĕрентекен учительница Анна Ивановна кăшкăрса ман паталла чупрĕ. Ун сассине илтсенех кашкăр айккинелле тапса сикрĕ.

Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра çапла майпа эпĕ табак туртма хăнăхса кайрăм. 13 çул мăкăрлантартăм сиенлĕ сигарета. Пĕррехинче, пирус мăкăрлантарнă вăхăтра, эпĕ хытă аптăраса ÿкрĕм. "Мĕн асаплантаратăп-ха эпĕ хама, – шутларăм эпĕ кун хыççăн, – хăш енĕпе усă парать мана сигарет;"

Тытрăм та пăрахрăм эпĕ пирус туртма. Табак сиенĕ пирки библиотекăра ятарлă кĕнеке илсе вуларăм, пирус тĕтĕмĕ организмăн мĕн пур органне сиен кÿнине, вăл рак чирĕн пуçаруçи пулнине пĕлтĕм. Паллах, малтанхи 10 кун питĕ йывăр пулчĕ сигарет туртмасăр пурăнма. Анчах та эпĕ яланах табакăн пысăк сиенлĕхĕ пирки шутларăм малтанхи кунсенче, кайран вара пирус туртас туртăм чакса-чакса пычĕ. Хăйне хăй психологилле витĕм кÿрсе тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ сигаретпа сывпуллашма тĕллев тытнă çыншăн.

Акă 44 çул çитет ĕнтĕ эпĕ сигарет туртма пăрахнăранпа. Сакăрвун тăваттăра пыратăп пулин те хама лайăх туятăп.

Урампа утнă май пуç каçăртса сигарет мăкăрлантаракан çамрăксене курсан чун ыратать. Пирус тĕтĕмĕ организма мĕн тери пысăк сиен кÿрсе тăнине хальлĕхе ăнланмаççĕ-ха вĕсем. Унăн сиенлĕхĕ кайран кăна сисĕнет. Çак килпетсĕр йăлапа çамрăксен халех сывпуллашасчĕ, сывлăха упраса пурăнасчĕ. Мĕн чухлĕ нумай вăхăт туртатăн, сиенлĕ йăларан уйрăлма çавăн чухлĕ йывăртарах пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика