Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район аталанăвĕ: цифрăсемпе фактсем

25 февраля 2012 г.

Ял хуçалăхĕ

2011 çулта районти мĕн пур категорири хуçалăхсем акăнакан кашни 100 гектар çĕр пуçне 5820 пин тенкелĕх (Чăваш Республикипе – 3753,3 пин тенкĕлĕх) ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ.

Районĕпе пурĕ 24762 тонна е 2010 çултинчен 4,96 хут, 2009 çултинчен 6,9 процент нумайрах тырă пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектартан вăтамран 25,5 центнер тырă пуçтарнă.

Пурĕ 54008,5 тонна е 2010 çултинчен 3,6 хут, 2009 çултинчен 64 процент нумайрах çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ.

2011 çулта районĕпе 3324,1 тонна аш, 18370 тонна сĕт туса илнĕ.

2012 çулти январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур категорири хуçалăхсенче 7553 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 11124 пуç сысна, 682 пуç лаша, 4663 пуç сурăхпа качака шутланнă. 2010 çултипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 10,5 процент, сыснасен йышĕ 23,3 процент, сурăхсемпе качакасен йышĕ 6,7 процент ÿснĕ.

2011 çулта районти ял хуçалăхне аталантарма патшалăх 56,94 миллион тенкĕ укçа парса пулăшнă, çав шутра федераци бюджетĕнчен – 42,03 миллион, республика бюджетĕнчен 14,91 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Районти 897 килти хушма хуçалăх 2011 çулта патшалăхран 173, 479 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит (ЛПХ) илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа районти 3776 килти хуçалăх пурĕ 612,413 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илме пултарнă.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2011 çулта "Исток" ОООра 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан (смета хакĕ – 72, 075 миллион тенкĕ) витене тĕпрен реконструкциленĕ.

2012 çулта выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилеме тата çĕнĕ техникăпа пуянлатма çак инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртме пăхнă:

"Сатеев А.И." КФХра – 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витене, сĕт сăвакан залпа пĕрле – 18,7 миллион тенкĕлĕх;

"Восход" СХПКра - 120 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витене – 8 миллион тенкĕлĕх;

"Шанс" ОООра – 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витене - 10 миллион тенкĕлĕх.

Пĕчĕк предпринимательлĕх

2011 çулта районта 41 пĕчĕк предприятипе 420 уйрăм предприниматель, çав шутра 137 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçленĕ.

Пĕчĕк предприятисем çулталăкра 116 миллион тенкĕлĕх е 2010 çултинчен 72,6 процент ытларах продукци туса кăларнă тата ĕç пурнăçланă.

2012 çулти январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк предпринимательлĕхре 1,24 пин çын ĕçленĕ.

2011 çулта тин çеç предпринимательлĕх ĕçне пуçăннă 3 çын республика конкурсне хутшăннă, хăйсен бизнесне йĕркелеме 300-шер пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Ю.Сорокина предприниматель кĕпе-тумтир çĕлес тата юсас, О.Бибуков – сĕтел-пукан тăвас, И.Алиуллов предприниматель качака ферми йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

2011 çулта ĕçсĕр тăрса юлнă 67 çын патшалăхран харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме пулăшу илнĕ (3941,5 пин тенкĕ).

Халăха вĕрентес ĕç

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 4 вăтам, 5 тĕп шкул, 1 пуçламăш шкул, 2 пуçламăш шкул-ача сачĕ, шкулчченхи 10 пĕлÿ учрежденийĕ, хушма пĕлÿ паракан 1 учреждени шутланнă.

2011 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине модернизацилес ыйтупа нумай ĕçленĕ. Пурĕ 394,7 пин тенкĕлĕх вĕрентÿпе производство оборудованийĕ, 144,3 пин тенкĕлĕх спорт оборудованийĕ, 590 пин тенкĕлĕх компьютер оборудованийĕ, 177,3 пин тенкĕлĕх столовăй оборудованийĕ, 2 шкул автобусĕ туяннă. Шкул библиотекисем валли çĕнĕ кĕнекесем туянма 67,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Паян районти 7,6 вĕренекене пĕр компьютер тивет. Кашни шкулăнах Интернетра хăйĕн сайчĕ пур. Пĕрлехи электронлă карточкăсем, электронлă расписани, журналсем, дневниксем пурнăçа кĕреççĕ.

2011 çул тăршшĕпе учительсен ĕç укçи 30 процент ытла ÿснĕ. Тăваттăмĕш кварталта, пĕрремĕш кварталтипе танлаштарсан, ĕç укçи 55,8 процент ÿснĕ е уйăхри вăтам шалу 15156 тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçи те ÿснĕ.

Шкулта вĕренекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика