25 февраля 2012 г.
2011 çул вĕлле хурчĕ усракансемшĕн питĕ ăнăçлă çул пулчĕ. Пыл илес енĕпе, 2009-2010 çулсемпе танлаштарсан, ку çул икĕ хут лайăхрах пулчĕ тесен те йăнăшмăп. Тăрăшса ĕçлекен утарçăсем вĕлле пуçне 40-45 килограмм пыл илме пултарчĕç. Районти вăтам кăтарту вара 20 килограмм таварлă пылпа танлашать. Обществăлла утарсенче кăтартусем унтан кăштах каярах. Вĕлле хурчĕсем хутшăнассине илсен, пĕлтĕрхи пек ăнăçли юлашки 10 çул хушшинче те пулман. Çулĕ çавăн пек пулчĕ пулмалла, вĕлле хурчĕсем уйăрас кăтарту 110процентпа танлашрĕ. Чылай вĕллесем пĕрре кăна мар, икĕ çăвăр (рой) уйăрса кăларма пултарчĕç. Пĕрремĕш çăвăр уйрăлса тухсан, ăна урăх вĕллене хупнă пулин те, кăштах вăй илнĕ хыççăн çăвăр вĕлле тепĕр çăвăр уйăрса кăларма пултарчĕ. Çакна сăнаса пынă тăрăх, вăтамран 10 çул хушшинче пĕрре килекен япала ку. Пĕлтĕр хурт-хăмăр усракансене вощина нумай кирлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен çăвăр хурт çемйине вощина нумай памалла. Çĕнĕ çăвăр хурт çемйипе нумай çамрăк хуртсем тухаççĕ, çавна пула вĕсен вăйне çĕнĕ карас туртас енĕпе лайăх усă курмалла. Тепĕр енчен, çĕнĕ карас вăл вĕлле хурт çемйине сывă тытса пыма пулăшать, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлать. Утарçăсемшĕн ку - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ япала.
Çуркунне çитсе пынă май, утарçăсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Аялти летокра вилнĕ вĕлле хурчĕсем нумайланса кайнă пулсан, вĕсене питĕ асăрханса, сас-чÿ сахалтарах туса тасатса илме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен çуркунне вĕлле хурчĕсене таса сывлăш ытларах кирлĕ. Ăшă енчи ăрăвăн вĕлле хурчĕсен амисем çăвăр иртерех сапма пуçлаççĕ. Вĕсене те таса сывлăш питĕ паха.
2011 çулта пыл илес енĕпе юнашар вырнаçнă регионсенче тата аванрах кăтартусем пур. Сăмахран, Ульяновск, Самар, Саратов, Волгоград облаçĕсенче пыл пиртен чылай ытларах илнĕ. Тутарстан, Пукшкăртстан республикисенчи тата Мускав облаçĕнчи хирте вырнаçнă утарсенче кăтартусем питĕ лайăх.
2011 çулхи октябрĕн 6-11-мĕшĕсенче Ярославльте Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен иккĕмĕш форумĕ пулса иртрĕ. Унта 200 ытла çын хутшăнчĕ. Пирĕн çĕр-шыври 34 регионтан тата Беларус, Великобритани, Итали, Литва, Польша, Серби, Финлянди, Украина, Узбекистан, Чили çĕр-шыĕвсенчен утарçăсем килнĕччĕ. Эпир Чăваш Енрен виççĕн кайрăмăр. Çĕр-шыври нумай хурт-хăмăр ăстисемпе, ученăйсемпе паллашма май пулчĕ.
Çакна шута илсе, февралĕн 28-мĕшĕнче 10 сехетре Патăрьел райадминистрацийĕн актăвăй залĕнче хурт-хăмăр усракансен семинар канашлăвне ирттеретпĕр. Унта пысăк форум ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа пама палăртнă. Кăнтăр районĕсенчи хурт-хăмăр усракансене хапăл тусах кĕтетпĕр.