Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе – малалла

22 февраля 2012 г.

Владимир Путинăн "Тĕрĕслĕх – Раççейĕн социаллă политики" статйи, ман шутпа, социаллă аталану никĕсĕ, программи пулса тăрать. Медицинăра, вĕрентÿре, социаллă сферăн ытти тытăмĕнче çивĕч ыйту сахал мар. Вĕсене тăхтаса тăмасăр татса памалла. Владимир Владимирович каланисен пĕр пайĕ Чăваш Енре пурнăçланса пырать ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра педагогика ĕçченĕсен шалăвĕ ÿсрĕ.

Амăшĕн капиталĕ, республикăн 100 пинĕ... Çемьешĕн пысăк пулăшу вĕт ку. Виççĕмĕш ача çуратакан çемьешĕн, паллах, пилĕкçĕр пине яхăн укçа самаях çăмăллăх.

Пурнăçра йывăрлăхсем пур, паллах, эпир вĕсем çинчен пĕлетпĕр, чи кирли – В.В. Путин лару-тăрăва улăштармашкăн конкретлă мерăсем сĕнет. Ку вăл - амăшĕсене ĕçне сыхласа хăварма тата пепкисене воспитани пама пулăшакан ятарлă программăсем, пурăнмалли çурт-йĕр программисем, ача сачĕсен строительстви тата ытти те. Шанатăп, çак программăсем çывăх çулсенче пурнăçа кĕреççех.

Сергей КУДРЯШОВ.

Пăчăрлă Пашьел ялĕ.

х х х

ИРТНĔ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шыври анчах мар, республикăри вун-вун предприяти-организаци йывăрлăха лекрĕ. Халăха ĕç укçи, пенси, пособи, социаллă тÿлевсем парайманни ура хучĕ, заводсемпе фабрикăсем, хуçалăхсем панкрут çулĕ çине тăчĕç. Çĕр-шыв арканăвĕ пире этника никĕсĕ çинчи граждан вăрçи чиккине илсе çитерчĕ. Çĕр-шыв вăйсăрлăхĕпе патшалăх тулашĕнчи тăшмансем те усă курма пултарни, хăш-пĕр региона вут-çулăма кĕртсе яни вăрттăнлăх мар. Çак вучахсене пысăк вăйпа сÿнтерме май тупрăмăр. 2000-2008 çулсенче Раççей Президенчĕн постне йышăннă Владимир Путин ăста, хăюллă та яваплă, çирĕп политик пулнăран çĕр-шыва пуçтарма, социаллă тытăма йĕркене кĕртме тата экономикăна çĕклеме пултарчĕ анчах мар, тулаш политикăна та çирĕплетрĕ. Вăл хăй тавра пĕр шухăшлă çынсен ушкăнне пуçтарма пултарнăран граждансен пулăшăвĕ çине таянса çĕр-шыв пĕрлĕхне упраса хăварчĕ. Пĕрлĕхре пулнăранах пире – Раççей халăхне - тĕнче кризисĕ те ура хураймарĕ.

Çĕр-шыв умĕнче татса памалли çивĕч ыйтусем татах та нумай. Салану тапхăрĕнчен тухса аталану çул-йĕрĕ çине çирĕп тăнă çĕр-шыва хăратмалла мар вĕсем. Чи кирли – пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне шанмалла тата пулăшмалла.

Лайăх пурăнма, ырă тĕллевсене пурнăçлама кашнийĕн хастар ĕçлемелле. Çапла тума пирĕн активлă позици йышăнмалла, пуçарулăх, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла.

Курбангали Махмутов, ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн полици начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика