22 февраля 2012 г.
Пурăнан пурнăçра темĕнле инкек те сиксе тухма пултарать. Çынна çăлса хăварма вара тепĕр чух юн çав тери кирлĕ. Вилĕмрен хăтăлса юлнă çĕршер те çĕршер çын паян донорсене чĕререн тав тăвать.
Донорсен йышĕ районта ÿссе пыни чăннипех те савăнтарать. Çакна ял поселенийĕсенче Донор кунне тăтăшах ирттерни те лайăх çирĕплетет. Çак кунсенче çеç Карапай Шăмăршăра черетлĕ Донор кунĕ иртрĕ. Унта Канашри юн илекен станцие хăйсен юнне паракансем йышлăн пулчĕç.
Ку тĕлĕшпе ялта камран тĕслĕх илмелли пур: вăл – ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. Владимир Васильевич халĕччен вăтăр хута яхăн тÿлевсĕр юн панă.
Ялта çемйипех донор пулса тăнисем те пур. Алевтинăпа Анатолий Столяровсем, Екатеринăпа Светлана Сидоровсем, Игорьпа Владимир Герасимовсем халĕччен çынсен пурнăçне çăлса хăварма пĕрре çеç мар хутшăннă. Психоневрологи интерначĕн тĕп врачĕ Н.Поликарпов та нумай çул стажлă донор.
Çак кун пурĕ 62 çын юн пачĕ. Вĕсен хушшинче çак пархатарлă юхăма пуçласа хутшăнни – Регина Медведева. Ялти ача сачĕпе шкул коллективĕсем те хастар пулчĕç.
Хаçатра вырăн панипе усă курса, манăн донорсен ретне тăнă кашни ял çамрăкне чĕререн тав тăвас килет. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр чăннипех те мухтава тивĕç. Сывлăхăр çирĕп пултăр, ĕçĕрсем ăнса пыччĕр, çемьере телейпе юрату чечеклентĕр.