29 февраля 2012 г.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев виçĕм кун Шупашкара килни кунта РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн çĕр-шывра талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явассине халалланă ларăвĕ иртнипе сăлтавланнине кура визит программинчи тĕл пулусем те çак темăпах çыхăннă. Дмитрий Анатольевич "ЭКРА" НПП" ОООра, тĕп хулари 5-мĕш гимназире пулнă, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçса калаçнă.
«ЭКРА» предприятире кăтартмалли-мăнаçланмалли пур. Реле хÿтлĕхĕн микропроцессорĕсене хатĕрлекен предприяти продукцийĕ хамăр çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те питĕ кирлĕ. Нумаях пулмасть çуралнăскер темиçе çул хушшинчех коллектив йышне пин çын урлă каçарма пултарнă. Вăтам ĕç укçи – 40 пин тенкĕ ытла. Çапах Президента унта чĕнни çак самантсемпе мăнаçланас тенипе çыхăнман. Предприятире вĕренÿ центрĕ йĕркеленĕ. Кунта туса кăларакан продукцие туянакансен специалисчĕсене çав оборудование ĕçлеттерме вĕрентеççĕ. Çийĕнчен хамăрăн университет студенчĕсем вĕреннĕ вăхăтрах çакăнта пайăр ĕçсене хăнăхаççĕ те – диплом илсен ĕçлеме килеççĕ.
Дмитрий Медведев шăпах çак центр ĕçĕпе кăсăкланнă. Çамрăксем вăй хуракан тĕпчев лабораторийĕнче пулнă. Иван Кошельков инженер, кунта хальлĕхе çур шалупа ĕçлекенскер (аспирантурăра вĕренет те – туллин ĕçлемест-ха), патшалăх пуçлăхне ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
2007 çулта уçăлнă, паян 700 ытла ачана пĕлÿ паракан 5-мĕш гимназире те Дмитрий Анатольевич кăмăллă пулнă. Ачасем вĕренÿ вăхăчĕн пысăк пайне ăс-хакăлпа пултарулăх лабораторийĕсенче ирттереççĕ, предприятисенче стажировкăра пулаççĕ. Кунта тĕрлĕ кружок ăнăçлă ĕçлет, волонтерсен юхăмĕ пур. Пĕр сăмахпа, талантсене пулăшма кирлĕ условисем йĕркеленĕ.
Çук, темле уйрăм, хупă элита ушкăнсем йĕркелесси пирки сăмах пымасть, çапах пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшса пыни кирлех. Дмитрий Анатольевич шухăшĕпе – шкул ачисем тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм тĕллев – талантсемпе ĕçлекен педагогсене хатĕрлесси. Ку енĕпе вăл Шупашкарти 5-мĕш гимнази опытне ырласа палăртнă: "Ачасемпе калаçрăм – нумайăшĕ олимпиадăсене хутшăнать". Талантсене предпринимательсем тĕрев парассине хавхалантармалла. Çак шухăша çирĕплетме Президент "ЭКРА" тĕслĕхне илсе кăтартнă: унта бакалавриат, магистратура, аспирантура тапхăрĕнчи çамрăксем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Ыйтăва сÿтсе явма пуçланă май Дмитрий Медведев чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхне сăмах панă.
– Талантлă çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă тимлĕх ÿссе пыни курăнать, – тенĕ Михаил Игнатьев, – эпир çакна туятпăр. Раççей Президенчĕ пултаруллă çамрăксене регионсен, пĕтĕм çĕр-шыв аталанăвĕн тĕп стратеги ресурсĕ вырăнне хурать.
Михаил Васильевич ачасен аталанăвĕнче хушма вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра Раççейри 11 млн яхăн ача (5-18 çулсенчи ачасен 49 проценчĕ) ÿнер, наукăпа техника, туризм, экологи, тавра пĕлÿ, ытти енĕпе пултарулăхне аталантарать – занятисене çÿрет. Нумай регионта çамрăк спортсменсемпе тренерсене хавхалантараççĕ. Ку енĕпе РФ Президенчĕн стипендийĕсен пулăшăвĕ курăмлă. "Талантсене ятарласа тума çук, анчах вĕсем валли аталанмалли хăтлă условисем йĕркелеме пулать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр – талантсемпе генисем çавăн чухлĕ ытларах пулĕç", – тенĕ Михаил Игнатьев.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Дмитрий Медведев талантсене пулăшассин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче тепĕр хут чарăнса тăнă. Тивĕçлĕ концепцие тишкермешкĕн вăхăт панă, анчах вăл малашнехи ĕç никĕсĕ пулса тăрасси инçе мар ĕнтĕ – çывăх вăхăтрах йышăнĕç, пурнăçлама тытăнĕç.