29 февраля 2012 г.
ХĂЙСЕН вăйĕпе çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансене ялта ĕлĕкренпех хисепленĕ. Акă Кивĕ Чукалти Виктор Николаевичпа Галина Васильевна Мандрюковсем те укçа пуçтарса йывăçран пысăк пÿрт лартма вăй çитерчĕç. Çурта çут çанталăк газĕ те, шыв та кĕртнĕ.
Мандрюковсем килти хуçалăхĕнче ĕне, сысна, сурăхсем, чăхсем усраççĕ, çулла хур чĕпписем туянаççĕ. Кил хуçи урăх регионсене стройкăна ĕçлеме çÿрет, мăшăрĕ ялти лавккара вăй хурать. Мандрюковсен икĕ ача. Асли – Коля - пĕлтĕр салтакран таврăнчĕ, халĕ шофера вĕренет. Алена Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 11 класĕнче пĕлÿ пухать.
Иртнĕ çул Комсомол урамĕнче пурăнакан Василий Егоровичпа Мария Ивановна Албутовсем те кермен пек илемлĕ йывăç çурт лартрĕç. Вĕсен килти хуçалăхĕ те тирпейлĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.