29 февраля 2012 г.
ЯЛ çынни хуть те мĕнле ĕçе те хăйĕн аллипе тума хăнăхнă. Утă çулмалла-и е вăрман касмалла, выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿстермелле е пахча çимĕç çитĕнтермелле – ĕçчен алăсенче ĕç вĕресе çеç тăрать.
Арçын ачасем вара ытларах техника патне туртăнаççĕ. Çитĕнсе çитсен чылайăшĕ шофер е тракторист специальноçне алла илет.
Çĕнĕ Чукалти Михаил Губанов та, çамрăк пулин те, вăрманта тата стройкăра, уй-хирте ĕçлесе курнă.
Техникăна чунтан юратать, çавăнпах унăн ĕçĕ те ăнса пырать. Пĕлтĕр Миша ял хĕрĕпе Полинăпа пĕрлешсе çемье çавăрчĕ. Кăçал çут тĕнчене "çĕнĕ кайăк" килчĕ. Çамрăк çемье тăванĕсемпе, ял-йышпа килĕштерсе пурăнать.
Çуркунне выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал туянас ĕмĕтлĕ Губановсем. Малашне çемье пысăкланасси пирки те ĕмĕтленеççĕ.