29 февраля 2012 г.
РЕСПУБЛИКĂРА "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ уçăлнă. Асăннă мероприятие "Раççей ача-пăча фончĕ" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕ пуçарнипе 1995 çултанпа, кăçалхипе 17-мĕш хут ирттереççĕ.
Кăçалхи марафон тĕллевĕ – общественноçа çамрăк ăрупа çыхăннă çивĕч ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмашкăн сĕнесси, йывăр шăпаллă ачасемпе çемьесене хÿтĕлес енĕпе граждансен, ĕç коллективĕсен, общество организацийĕсен, пултарулăх союзĕсен вăйне пĕрлештересси, ыр кăмăллăха хутшăнакансен йышне пысăклатасси. Сăмах май, "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне кăçал та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пырать.