29 февраля 2012 г.
КĔÇнерни кун, мартăн 8-мĕшĕнче, Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи площадьре Хĕле ăсатмалли уяв иртет.
Район уявĕн программинче: вырăс халăх юмахĕ тăрăх лартнă театрализациленĕ представлени, ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен концерчĕ, спорт вăй-йисем, хăюсемпе, хăмпăсемпе илемлетнĕ лашасен чупăвĕ, конкурссем, аттракционсем.
Пурне те хаваслă уява йыхравлатпăр. Хĕле ăсатмалли уяв 10 сехетре пуçланать.