Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх çулĕпе, пĕтĕм вăя хурса

29 февраля 2012 г.

Малашлăх çулĕпе, пĕтĕм вăя хурса

Владимир ДЕНИСОВ,

Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

Владимир Путинăн "Демократи тата патшалăх пахалăхĕ" статйи вăл çырнă ултă статьяран чи пĕлтерĕшли пек туйăнать. Мĕншĕн тесен общество чăн-чăн демократи йĕркеленнĕ çĕрте кăна хăй тивĕçлĕ тытăм пулнине çирĕплетет. Çак статьяра кун пирки витĕмлĕн каланă вырăн чылай, эпĕ вĕсем çинче чарăнса тăрасшăн мар. Пĕтĕмлетерех каласан тĕп шухăш акă мĕнре: демократи хăй тавра пĕр тĕллев тытнă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан, куллен-кунхи татса пама тивĕçлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртме ним шикленÿсĕр хутшăнакан нумай-нумай çынна явăçтарни. Çавăн пек çынсем пуртан ĕнтĕ пирĕн патшалăх малалла кайса пырать, ума тухса тăнă йывăрлăхсене парăнтарса Раççей тĕнчере хăйĕн малашлăхĕ çутă та ирĕклĕ пуласси çинчен пĕлтерме вăй-хал çитерет.

Тунмастăп: малтан хамăн та кун пирки иккĕленÿллĕ шухăшсем çуралнăччĕ. Премьер-министрăн черетлĕ статйи вара вĕсене сирсе яма пулăшрĕ. Ара, пирĕн общество, чăнах та, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсемпе танлаштарсан пачах уйрăлса тăрать-çке: çак тапхăрта çуралса ÿснĕ çынсене "коммунизм саманин ырлăхĕсем" çинчен каласа кăтартни вăхăта сая яни кăна. Общество çĕнелсе улшăннине, вăл влаç умне çĕнĕ хушусем кăларса тăратнине, пуçлăхсем вĕсене ăнланса йышăннине пирĕнтен кашниех лайăх курса тăрать. Ку енчен илсен, Владимир Путинăн асăннă статйи пирĕн патшалăх çĕнĕ çул-йĕрпе аталанса пытăр текенсемшĕн чăн компас вырăннех. Эпир ăна сÿтсе яватпăр, ун тăрăх пурнăçа кĕртмелли тивĕçлĕ мерăсем палăртса хуратпăр.

Иван МОСКАЛЕВ, ĕç ветеранĕ,

Пăчăрлă Пашьел ялĕ:

Пăчăрлă-Пашьел – Шăмăршă районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри. Ял поселенийĕ Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсене пĕрлештерет.

Юлашки çулсенче пирĕн ялсенче ырă улшăнусем питĕ нумай пулса иртрĕç. Партизан тата К.Маркс урамĕсене асфальт сарса пачĕç, ялта 13 çухрăм тăршшĕ шыв пăрăхĕ тăснă. Паян 108 хуçалăх килне шыв кĕртнĕ. Ял çыннисен çурчĕсенче – душ кабинисем, ăшă туалетсем, кĕпе çăвакан автомат машинăсем...

Çут çанталăк газĕпе пурте тенĕ пекех усă куратпăр. Ял çыннисем кермен пек илемлĕ çурт-йĕр лартаççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарни халăха пысăк пулăшу парать. Аш-какай, сĕт сутса укçа тăватпăр.

2004 çулхи февраль уйăхĕнче пирĕн района В.В. Путин килсе кайнине ырăпа кăна аса илетпĕр, хамăрăн ачасене, мăнуксене каласа кăтартатпăр. Владимир Владимирович çĕр-шыва аталантарассишĕн, халăхшăн çав тери нумай тăрăшрĕ. Вăл пуçарнипе ĕçлеме пуçланă наци проекчĕсем ял хуçалăхĕнче те, медицинăра та, вĕрентÿре те, çурт-йĕр строительствинче те пысăк улшăнусем тума пулăшрĕç.

В.В. Путин хаçатсенче пичетленнĕ хăйĕн статйисенче çĕр-шывăн малашнехи аталану çулне палăртрĕ. Манăн пĕр сĕнÿ пур: ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе йĕркелесе яма патшалăхăн ытларах пулăшмалла. Ял çынни лайăх пурăнсан, çĕр-шыв малалла каятех!

Николай КУПРИЯНОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,

Шăмăршă ялĕ:

Путин мĕн çырни йăлтах пирĕн ĕмĕтсемпе тĕл килет. Эпир хамăр ачасен пуласлăхĕ ăнăçлă та тăнăçлă пултăр тетпĕр-и; Атте-аннен тата хамăрăн ватлăх канлĕ пултăр тетпĕр-и; Пирĕн хамăрăн çĕр-шывпа мухтанас килет-и; Паллах! Раççее чăнласах та çĕнĕ аталану çулĕ – этем ырлăхĕпе çыхăннă çул – кирлĕ.

Дамир АЙНЕТДИНОВ, студент,

Асанкасси ялĕ:

В.В.Путин хăйĕн "Тĕрĕслĕх – Раççейĕн социаллă политики" статйинче нушаллă пурăнакан тата лайăх вĕренекен студентсем валли стипендие пурăнма кирлĕ минимумăн виçипе танлаштарма, çапла вара стипенди çумне уйăхра 5-шер пин тенкĕ хушса, пĕрремĕш курсранах тÿлеме сĕнет. Ку - питĕ тĕрĕс, кирлĕ йышăну.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика