Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас салтаксем – маттур каччăсем

29 февраля 2012 г.

Пулас салтаксем – маттур каччăсем

ИКĔ хĕрарăм калаçăвне илсе кăтартас килет малтанах. Акă мĕн илтме тÿр килчĕ: "Ывăл хулара вĕренет, анчах ăна çар комиссариатне чĕнтереççĕ. Хам пата та темиçе хут шăнкăравларĕç, штраф парассипе хăратаççĕ", – пĕлтерет пĕри. Тепри хирĕç çапларах хуравлать: "Ман ывăла та çар комиссариатне йыхравласа хут ярса панă. Килсе кайрĕ, тепĕр уйăхран татах килме хушса янă. Манăн вара ачана салтака ярас килмест, аслă пĕлÿ илтересшĕн ăна".

Мĕншĕн çак калаçăва пуçартăм-ха; Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Шăмăршăри Культура керменĕнче "Призывник – 2012" район конкурсĕ иртрĕ. Питĕ шел, унта пурĕ те тăватă çамрăк кăна хутшăнчĕ. Чăн малтан, Васан ял поселенийĕн каччи Петр Поляков хăйĕнпе куракансене паллаштарса салтака амăшĕ мĕнле ăсатнине сăнласа пачĕ. Петя чăн-чăн салтак пулма хатĕррине, амăшĕн ÿкĕтлевĕнчен иртсе çар тумне пур пĕрех тăхăнассине ĕнентерсе пачĕ.

Çакнашкал каччăсем районта, паллах, нумай. Çакă савăнтарать. Вĕсем амăшĕсен аллинчен çавăтăнмасăрах çÿреме, хăйсене те, çĕр-шыва та хÿтĕлеме пултараççĕ.

Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн маттурĕ Андрей Романов кире пуканĕ йăтассипе çĕнтерсе паттăр салтак пулма пултарассине кăтартса пачĕ. Руслан Семенов (Шăмăршă) пуринчен те нумай "приседани" туса "Чи вăр-вар каччă" номинацире палăрчĕ. Антон Ленгесов (Шăмăршă шкулĕнчи "Подвиг" çарпа патриот клубĕ) автомат сÿтсе пуçтарассипе, тумтир тăхăнассипе ăстарах пулчĕ. Вăлах – "Призывник – 2012" конкурс çĕнтерÿçи.

Асăннă конкурспа пĕрлех Раççей Геройне Олег Долгова халалланă патриот юррисен район конкурсĕ те иртрĕ. Салтак шăпине, пурнăçне, Тăван çĕр-шыва халалланă юрăсене конкурсантсем илемлĕн шăрантарчĕç. Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕ Петр Бельцов "Наследники Победы" номинаци лауреачĕ пулса тăчĕ. Шăмăршă шкулĕнчи кадетсен класĕ – пĕрремĕш, Анна Лысова (Патирек шкулĕ) – иккĕмĕш, Валерий Малеев (Кивĕ Чукал шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. "Тăван çĕр-шыв çинчен çырнă юрăсем" номинацире Александра Измайлова (Карапай Шăмăршă шкулĕ) лауреат ятне тивĕçрĕ. Марина Тимошкина, Анастасия Тимошкина (иккĕшĕ те Пăчăрлă Пашьел шкулĕ) тата Максим Мандрюков (Кивĕ Чукал шкулĕ) малти виçĕ вырăна пайларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика