29 февраля 2012 г.
Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан республика Спартакиади шутне кĕрекен самбо енĕпе 1996-97 çулсенче çуралнисем хушшинче турнир иртрĕ. Унта "Туслăх" Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. 46 килограма çитичченхи виçере Артем Егоров, 50 килограма çитичченхи виçере Валерий Макаров, 72 килограма çитичченхи виçере Руслан Алексеев, 78 килограма çитичченхи виçере Игорь Ефимов, 86 килограма çитичченхи виçере Артем Егоров виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çавăн пекех Николай Шиллер, Павел Матвеев, Алексей Петров та хăйсен виçисенче лайăх кĕрешрĕç, малти "ултă вырăн йышне" кĕчĕç.
Çак ăмăртуран Шăмăршăсем пĕтĕмĕшле команда кăтартăвĕпе тăваттăмĕш вырăнпа таврăнчĕç.