29 февраля 2012 г.
Пултаруллă та пуçаруллă ачасем çитĕннĕшĕн чунтанах савăнатпăр эпир, садик ĕçченĕсем. Пуянкассинчи "Пучах" ача садне çÿрекенсем юрлама та, ташлама та питĕ юратаççĕ. Хăйсен ăсталăхне ялти тата районти Культура çурчĕн сцени çинче час-часах кăтартаççĕ, конкурссенчен парнесемпе таврăнаççĕ. Спортпа та туслă вĕсем. Хаваспах йĕлтĕр сырма, çунашка çине ларса ярăнма васкаççĕ. Ăслăлăх гранитне те пĕчĕкренех "кăшлаççĕ" шăпăрлансем. Акă районта иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче Данил Никифоров пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çакăншăн пурте савăнтăмăр.
Садикре ĕçлекенсем ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркине те вĕрентеççĕ, мăн асатте-асаннесен юрри-такмакне илемлĕ юрлама, ташлама хăнăхтараççĕ, ĕлĕкхи чăвашсен çи-пуçĕпе паллаштараççĕ, уявсем пирки ăнлантараççĕ. Çăварни эрнине те кунта хаваслăн ирттертĕмĕр. Çулă икерчĕсем çисе, юрăсем юрласа чаплă уяв турăмăр.
Ашшĕ-амăшне те уявсене чĕнсех тăратпăр. Вĕсем валли ачасем концерт лартаççĕ, парнесем хатĕрлеççĕ. Аслисемпе кĕçĕннисем хушшинче ăмăртусем те йĕркелетпĕр.