29 февраля 2012 г.
Официаллă кăтартусем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕр-шывра тăтăшах наркотиксемпе усă куракан ачасен йышĕ 50000 шутланать. Анчах та çак цифрăна тĕп-тĕрĕс теме çук. Чылайăшĕ хăй наркотикпа туслашнине пытарма тăрăшать. Уйрăмах 14-14,5 çулхи ачасем хушшинче наркотикла тата токсикоманилле веществосене тутанса курнисен йышĕ пысăк. Шел те, çитĕннисем çакна асăрхамаççĕ, кайран вара, чир шала кайсан, чавса çывăх та, çыртма çук.
Пурте пĕлетпĕр: наркотик ырри патне илсе çитермест. Наркотик тутантăр пулсан, пĕр урапа тупăка пусрăм тесех шутла. "Чир" кунран-кун ытларах та ытларах "апат" ыйтма пуçлать, сывлăх хавшасах пырать. Юлашкинчен – вилĕм.
Ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалма тытăнсан, шкул çине алă сулсан, вĕренÿре япăх ĕлкĕрсе пырсан вăл наркотикпа туслашман-ши тесе шутласа пăхăр. Тен, ку пуçламăшĕ кăна, чир çулне çийĕнчех пÿлме май килĕ. Кун пек ачасене вăхăтра пулăшмасан, вĕсем малашне ăçта пырса тухасси каламасăрах паллă. Çавăнпа та ача наркотикпа туслашнин малтанхи паллисене асăрхасанах ăна пĕр тăхтаса тăмасăр нарколог патне илсе каймалла.