Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Яла пулăшнă та, пулăшатпăр та...»

02 марта 2012 г.

ФЕВРАЛĔН 28-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин Ĕпхÿре Пĕтĕм Раççейри аграри форумне хутшăннă. Унта тухса калаçнă май Раççей агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене çĕкленĕ.

Владимир Путин çапла палăртнă: "Паллах, аграри секторне пирĕн экономикăн стратеги шайĕнчи отраслĕсен шутне кĕртмелле: çак шутра апат çимĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă хăрушсăрлăх та, çĕнĕ технологисемпе усă курмалли майсем тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурасси те. Акă мĕншĕн пирĕн ял хуçалăхĕ Раççей аталанăвĕн, пирĕн наци ÿсĕмĕн локомотивĕсенчен пĕри пулса тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

2006 çултан тытăнса агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен виçи 1,5 трлн тенкĕрен иртнĕ! Пысăк çак ресурссем курăмлă кăтарту кÿчĕç: çĕр-шывăмăрти АПК аталанăвĕн çирĕплĕхĕн, миллион-миллион çын пурнăçĕ лайăхланнин объективлă никĕсĕ пулса тăчĕ.

2011 çулта 94 млн тоннăна яхăн тĕш тырă çитĕнтертĕмĕр, çакă пире хамăрăн резервсене пысăклатма тата хамăра кирлĕ виçене саппаспах тивĕçтерме май пачĕ.

Эпир, паллах, çак отрасле, çĕр çинче ĕçлекенсене пурне те малашне те пулăшăпăр – кун пирки нимĕнле иккĕленÿ те пулма пултараймасть.

2012 çулта АПКна пулăшма Федераци бюджетне 170 млрд тенкĕ хывса хăварнă. Унсăр пуçне Россельхозбанк, Перекет банкĕ тата 150 млрд тенкĕрен кая мар кредит уйăрассине тивĕçтерчĕç. Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене унчченхи çулсенчи пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йÿнĕрехпе тивĕçтеретпĕр. Вăл иртнĕ çулхи январĕн 31-мĕшĕ тĕлне уйрăм кашни регионта йĕркеленнĕ хакăн 30 проценчĕпе танлашĕ. Хакпа çыхăннă çăмăллăха вак хакран мар, курттăм виçерен шутлама палăртнă – ку тата пĕчĕкрех пулать. Çăмăллăхпа тивĕçтерекен топливо виçине 2011 çулхинчен 10 процент ÿстерме пăхнă. Çакă ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче 11 млрд тенкĕ перекетлеме май парать.

Кăçал кивелнĕ ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме пĕтĕмпе 8,5 млрд тенкĕ уйăратпăр. Çавăн пекех федераци бюджетĕн шучĕпе кăçалтан ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакан хуçалăхсен пĕрлехи мелиораци тытăмĕсене йĕркелеме тата çĕнетме каякан тăкаксен 50 процентне саплаштарасшăн.

Эпир ялти хуçалăх ĕçĕн мĕн пур формине пулăшнă, пулăшатпăр. Çитес уйăхсенче ялти пуçламăш утăмсем тăвакан фермерсене тата уйрăм предпринимательсене пулăшмалли программа хута каять. Вăл аграрисене ураланма, çурт-йĕре, хуçалăха йĕркелеме май парĕ. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 2 млрд тенкĕ уйăратпăр. Унсăр пуçне çемьесен сĕт фермисене аталантармалли программăна анлăлататпăр.

Хресчен хуçалăхĕсене çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн пулăшма кăçал 1,4 млрд тенкĕ уйăрмашкăн палăртнă. 2011 çулта 120 млн тенкĕ уйăрнă.

Агропромышленноç секторĕн интересĕсене хÿтĕлесе энергипе тивĕçтерес енĕпе йышăнусем тунă: халĕ энергокомпанисен энерги илсе çитерейменшĕн е ытлашши илнĕшĕн потребительсене штрафлама юрамасть.

Пирĕн аграри бизнесне монополистсен киревсĕрлĕхĕнчен хÿтĕлемелле. Эпир пысăк компанисем тĕлĕшпе тĕрĕслевпе çыхăннă, коррупцие хирĕçле çирĕп мерăсем йышăнатпăр. Регионсенчи электроэнергипе, газпа, ытти ресурспа тивĕçтерекенсем тĕлĕшпе те çаплах тумалла. Пирĕн тĕллев – хуçалăхсене хăйсен продукцине меллĕ тата тупăшлă, ытлашши посредниксăр тата йÿнĕпе илсе хаклăпа ярăнтаракансемсĕр сутма май парасси. Ял хуçалăх продукцине сутмалли çĕнĕ тата аталаннă инфратытăм – пасарсем, ярмăрккăсем, потребкооперацин ятарлă лавккисем – йĕркелемелле.

Фермерсешĕн, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсемшĕн кану кунĕсенчи ярмăрккасене кĕресси ирĕклĕ, тăкаксăр пулмалла. Унашкаллишĕн укçа илесси пачах та пулмалла мар.

Çĕр-шывăмăр агропромĕн малашлăхĕ пирки калаçнă май Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнипе çыхăннă темăран пăрăнса иртме юрамасть. ВТО йышĕнчи нумай çĕр-шыв опычĕ кăтартнă тăрăх çак организацие кĕни хушма пысăк майсем парать, вĕсенчен чи пысăкки – тулашри рыноксене тухни.

Çак майсемпе туллин усă курас тесен пирĕн аграрисене пулăшмалли мĕн пур формăпа усă курмалла.

Кăçал сысна ĕрчетессине вăй памашкăн ятарласа 6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Виçĕ çуллăх программа турăмăр, çуллен 6-шар млрд тенкĕ уйăратпăр. Пĕтĕмпе – 18 млрд тенкĕ.

"Тÿрĕ мар" пулăшу форми пур. Мĕн-ха вăл; Вăл – инфратытăма аталантарни, чи малтанах – ялсенчи çулсем, çавăн пекех Раççейри мĕн пур яла тирпейлени, хуласенчи тата поселоксенчи çулсене юсани. Çитес икĕ çул хушшинче çак проект валли пĕтĕмпе 130 млрд тенкĕрен кая мар яма пултаратпăр. Халĕччен ялсенчи çулсем валли, ялсене тирпейлесе хăтлăлатма нихăçан та çавăн чухлĕ укçа уйăрман.

Çавăн пекех кадрсене хатĕрлемелли тытăма анлăлататпăр. Кăçал яла каякан çамрăк специалистсене пулăшма уйăракан укçа виçине 2,5 млрд тенкĕ таран ÿстернĕ. Социаллă инфратытăма аталантарăпăр. Федерацин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн эпир 15 млн тăваткал метр ытла çурт-йĕр тунă ĕнтĕ, ялсенчи çуртсен çурринчен ытларах пайне газпа тата шывпа тивĕçтернĕ, унсăр пуçне хамăрăн ялсене электричествăпа, телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерессине палăртмаллах лайăхлатнă. Федерацин тĕллевлĕ программине 2013 çулччен тăсма йышăннă.

Пирĕн ял хуçалăхĕ, çав шутра ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăйлă, вăрахлăх аталану хăвачĕ памалла, хамăр çĕ-шыври производство конкурентлăхне çĕклемелли условисем йĕркелемелле».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика